Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.03.17 «РОССЕЛЬХОЗБАНК» ЯЛА ПУЛĂШАТЬ («Край родной (Тăван ен)», Кугеси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Тĕрлĕ кредит организацийĕсен шучĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах ÿссе кайрĕ. Пĕчĕк кооперативсем те, пысăк банксем те пур вĕсен йышĕнче. «Россельхозбанк» АУОпа маларах ял хуçалăх предприятийĕсем ытларах çыхăну тытнă пулсан, АПК аталанăвĕ çинчен калакан наци проектне йышăннă хыççăн уйрăм çынсем те ăна аван пĕле пуçларĕç. Мĕншĕн тесен ун урлă нумайăшĕ кредит илнĕ ĕнтĕ.

Ял çыннипе малалла та ĕçлеме килĕшет çак кредит организацийĕ. Кун пирки унăн правленийĕн председателĕ Юрий Трушин пирĕн республикăна килсен пĕлтернĕ. Хăйĕн шухăшне вăл Районсемпе хуласен пуçлăхĕсен канашĕн тата Наци проекчĕсене пурнăçлассипе республика Президенчĕ çумĕнче йĕркеленĕ канашăн Вăрнарта иртнĕ пĕрлехи ларăвне хутшăннă чух каланă. Николай Федоров Президент та банк агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ çинчен калакан нацпроектпа яла валли питĕ пайта условисем сĕннине палăртнă.

Вăрнара каяс умĕн Юрий Трушин пирĕн районта та пулчĕ. Унпа пĕрле республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев тата ыттисем килчĕç. Ĕçлĕ çыннăн ĕçлĕ визичĕ вăрах пымарĕ пулин те вăл банкăн регионти филиалĕн Кÿкеçри хушма офисĕнчи лару-тăрупа кăсăкланма ĕлкĕрчĕ. Офис çĕнĕ çĕре, расчетпа касса центрĕ пулнă çурта, куçнă та, унти условисемпе паллашрĕ. Кÿкеçри офис иртнĕ çул 132, 9 миллион тенкĕлĕх кредит панă. Сăмахран, Ленин ячĕллĕ кооператив тата «Чурачикское» общество кивçен илнĕ. Кăçал та кредитлă пулас текенсем пур. Тĕслĕхрен, «Прогресс» АУО документсем хатĕрлет. Туянакан техникăна хăйне салука хывса кредит илме май пуррипе те усă кураççĕ хуçалăхсем. Ун пеккисене пилĕк предприятие палăртрĕ офисăн управляющийĕ Галина Глухарева. Уйрăм хушма хуçалăха аталантарма илекенсем те самай. Кăçал кăна кун пеккисем 70 çын (пурĕ 13 миллион тенкĕ ытлалăх) пулнă.

В.ЭВЕРККИ



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика