Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.07.25 Пирвайхи паккуссем («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Ĕнерхи кун тĕлне К.Маркс ячĕллĕ, «Сатурн», «Рассвет», «Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 260 гектар вырнă.

«Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çур аки ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Тĕш тырă культурисене пурĕ 600 гектар çинче акса хăварнă. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче кунта черетлĕ вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Малтанхи кун Лев Портнов механизатор ыраш вырчĕ. Ăна пулăшаканĕ – мăшăрĕ – Людмила. Портновсем кĕрхи культурăсене кĕске вăхăтра 50 гектар çинче вырса кушăхтарма паккуссене хыврĕç. Александр Кошельков механизаторпа унăн пулăшаканĕ Василий Портнов та алă усса лармарĕç: 5 гектар çинче сĕлĕ вырчĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕнче иртнĕ кунсенче пĕр çул ÿсекен курăкран сенаж хывас ĕçе вĕçлерĕç. Тĕш тыр культурисене вырнипе пĕр вăхăтрах нумай çул ÿсекен курăкран иккĕмĕш хут утă хатĕрлеме пуçăнчĕç.

Ĕнер кăнтăр апачĕ хыççăн Анатолий Алексеевпа ывăлĕ – Артур «Енисей – 1200» ком- байнпа малтан вырса паккуссенче кушăхтарнă ыраша çапса тĕшĕлеме пикенчĕç. Кĕтме урăх вăхăт çук. Агротехника йĕркисене пăхăнса чи малтан акса хăварнă сĕлĕ те ырашпа пĕр вăхăтрах пиçсе çитнĕ. Ăна та кая юлмасăр çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрмелле.

«Победа» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсен ĕçлес кăмăлĕ иксĕлми.

– Уйри тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртесчĕ. Çумăр çуса чăрмантармасан хамăртан килнине пĕтĕмпех тума шантаратпăр, – тет Анатолий Алексеев механизатор. Çапла пултăрччĕ.

О. КАРСАКОВ, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Лев Портнов механизатор тата ăна пулăшакан мăшăрĕ Людмила. Тырра вырса паккуссене хывакан ку чухнехи ЖВП-6, 4 çĕнĕ йышши жаткăна ĕçлеттерме шанса панă вĕсене.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика