Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.02 Вырмана инкек-синкексемсĕр ирттерер («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Вырма — çĕр ĕçченĕшĕн чăн-чăн экзамен. Ăна тивĕçлипе хатĕрленсе кĕтсе илеймерĕн тĕк, тĕш тырă акса çитĕнтерни харама каять. Акă, хĕрÿ ĕç çи те çитрĕ. Пиçсе çитнĕ тыр-пула пухса кĕртес, ăна тасатса типĕтес, кĕрхи тĕш тырăсене акас, вырса çапнă улăма урана хывас тапхăр пуçланать.

Техника паркĕсем çулран çул, çав шутра "уй-хир карапĕсем" те кивелсех пыраççĕ. Вĕсене çĕнетсе пыма укçи-тенки çитсех каймасть. Çавна май киввисене юсаса-сапласа ĕçлеттерме тивет. Техникăпа пĕрле хуçалăхсенче вăй хуракан ĕçченсем те ватăлсах пыраççĕ. Çавăнпа çитĕннисемпе пĕрле хуçалăхсенчи тĕрлĕ ĕçсенче шкул ачисем те вăй хурĕç. Шăпах çак вăхăтра ял хуçалăхĕнче ĕçе япăх йĕркеленипе, уй-хирте кану условийĕсем çителĕксĕр пулнипе, квалификаци çук çынсене тата ĕçĕн хăрушсăр мелĕсене вĕрентмесĕр, инструктаж памасăр ĕçе явăçтарнипе, çавăн пекех юсавсăр машинăсемпе агрегатсене ĕçлеттернипе инкексем сиксе тухаççĕ. Иртнĕ çулсенче ун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та пулнă. Халĕ районта, пур хуçалăхсенче те тенĕ пекех, ĕç хăрушсăрлăхĕшĕн яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Çулленех вырма умĕнхи тата ытти семинар-канашлусенче хуçалăхсен ертÿçисемпе агрономĕсене, тĕп инженерĕсемпе ĕç хăрушсăрлăхĕн специалисчĕсене ĕç сыхлавне тĕпе хурса ĕçлемелли пирки асилтернĕ пулин те, паян кун пирки черетлĕ хут асăрхаттарса каласшăн: ĕçе хутшăнакан мĕн пур çынсене ĕç вырăнĕнче тепĕр хутчен ятарлă инструктаж памалла, çакăн çинчен çирĕплетсе, кашнинех журнал çине алă пустармалла. Юсавсăр техникăпа механизмсене ĕçлеттермелле мар, мĕншĕн тесен вĕсем çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Пур ĕç участокĕнче те хуçалăх ертÿçин хушăвĕпе ĕç хăруш-сăрлăхĕшĕн яваплă çынсене çирĕплетмелле. Икĕ çынран ытларах ĕçленĕ çĕрте яланах аслине палăртмалла. Ÿсĕрсене ĕçе хутшăнтармалла мар. Шкул ачисене ĕçе ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕпе, ятарлă килĕшÿ туса, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентсе тата вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслесе, сывлăхшăн хăрушсăр ĕçсене явăçтармалла.

Яваплă çынсен вут-кăвар хăрушлăхĕ пирки те манмалла мар. Йĕтемсемпе КЗСсенче, мехпарксенче чĕлĕм туртмалли ятарлă вырăнсем йĕркелештермелле, пушар щичĕсем, вĕсенче вут-кăварпа кĕрешмелли пирвайхи хатĕрсем пулмалла. Асăннă ĕç участокĕсенче тата комбайнсем çинче огнетушительсем пулччăр. Инкек куçа курăнса килмест. Ĕç сыхлавĕ кашни ĕçчен сывлăхĕпе тата пурнăçĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Йĕркене çирĕп пăхăнса вăй хуни вара инкек-синкексенчен хăтарса пырать. Ертÿçĕсемпе специалистсен харпăр хăйне пăтăрмахсенчен сыхласчĕ.

В. Егоров


Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика