Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.04 ÇĔНĔ ТЫРĂ КИЛЕТ («Канашский край (Канаш ен)», Канаш)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Ял çыннишĕн хĕрÿ тапхăр, сахал мар хура тар тăкса çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртесси, пуçланчĕ. Çак хĕрÿ те канăçсăр кунсем Канашри элеватора та çитрĕç. Унта ĕçлекенсем ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансенчен, фермерсенчен, уйрăм хуçалăхсенчен çĕнĕ тырă йышăнма тытăнчĕç.

– Пирĕн патра тахçантанпа ĕнтĕ çакăн пек ырă йăла пур: вăл – элеватора чи малтан тырă илсе килекене хавхалантарасси, – терĕ маркетинг пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Зарубин. – Кăçал çак хисепе хамăр районти Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ тивĕç пулчĕ. Унтан çĕнĕ тырă утă уйăхĕн 27-мĕшĕнчех çитрĕ. Г.Денисов водительпе пĕрле хуçалăх ертÿçи Н.Андреев хăй те килчĕ. Пирĕн директор И.Гурин водителе чей сервизĕ парнелерĕ, председателе – сотовăй телефон. «Çак телефон пирĕнпе яланах çыхăну тытма пулăштăр», – терĕ Иван Якимович пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси малашне те çирĕпленсе пырасса шанса.

Эпир элеватора пынă кун кăçалхи тырă Патăрьел районĕнчи «Батыревский» тата Улатăр районĕнчи «Рассветовский» ял хуçалăх кооперативĕсенчен кÿрсе килнĕччĕ.

– Пирĕнпе республикăн пĕтĕм кăнтăр районĕ çыхăну тытать тесен пĕртте йăнăш пулмĕ. Паллах, çак ушкăна канашсем те кĕреççĕ. Уйрăмах Патăрьел, Тăвай, Вăрнар тата ытти районсемпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлетпĕр, – терĕ малалла Геннадий Петрович.

Кăçал элеватор тĕш тырă 11710 тонна йышăнма палăртнă. Çав шутран 9 пин тонни – ыраш. Çак цифрăсем пĕлтĕрхисемпе килĕшсе тăраççĕ. Кăçалхи тухăç начарах мар. Тен, çавăнпа кăтартусем улшăнма та пултараççĕ.

Элеватор авăртса çăнăх тума ыраш, комбикорм хатĕрлеме кĕрхи тулă, урпа, сĕлĕ йышăнать. Кÿрсе килнĕ тырра М.Архипова ертсе пыракан лаборантсем пахалăхĕ енчен тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Производство технологине тытса пымалли йĕркесене çирĕп пăхăнни те продукци пахалăхне лайăхлатать.

В. АЧЧА



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика