Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.06 Йĕтем тырăпа тулать («Наша жизнь (Пирĕн пурнăç)», Красные Четаи)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Кăçал “Путь Ильича” колхоз ĕçченĕсем вырмана пĕрремĕш тухрĕç. Çанталăкăн ырă саманчĕпе вăхăтра усă курчĕç темелле. Хыççăн вара кашни кун çумăр тăчĕ, ытти хуçалăхсенчи комбайнсем хире тухаймарĕç. Çавăнпа уй-хирте çитĕнтернĕ тыр-пула пухса кĕртес ĕç анлă сарăлса кайрĕ теме иртерех-ха.

Паянхи куна “Путь Ильича” колхозăн йĕтемĕ çинче 100 тонна яхăн кĕрхи тулă сарăлса выртать. Ăна аласа çÿп-çапран тасатнă, халĕ типĕтсе вăрлăх хатĕрлессипе тимлеççĕ. З.Селянкина йĕтем çинчи мĕн пур ĕçсене йĕркелесе пырать. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, йĕтем çинче 14 çын тăрăшать, весовщица тивĕçĕсене Е.Вастерова пурнăçлать. Йĕтем çинче ĕç шавĕ тăрать. В.Максимовпа Л.Бахметьев, В.Карпов машинистсем хăйсене шанса панă техникăсене пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ. Çав хушăрах Г.Жерженов машинист вăрлăх хатĕрлессипе тимлет. В.Сетейкин, А.Емельянов, В.Макаров водительсем ГАЗ-53 автомашинăсемпе уйран çĕнĕ тырă турттараççĕ.

“Путь Ильича” колхоз вырма ĕçĕсене харăсах 4 комбайнпа пуçăннă. Вĕсен кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 900 гектар çинчен пухса илмелле. Кĕрхи тулă ăнса пулнă. Хальлĕхе кашни гектартан 20 центнер ытларах тĕш тырă тухать.

Тырра вырса пухнипе пĕрлех кĕр аки тума çĕр хатĕрлеççĕ. Паянхи куна 190 гектара яхăн йышăнакан лаптăка сухаланă. Кунпа пĕрлех механизаторсем комбайнсем вырнă уйри улăма тĕркемлесе пуçтарса пыраççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă хуçалăхра тыр-пул пухса илес ĕçсене аван йĕркеленĕ.

Л.ШИВИРКИНА



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика