Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.08 Хире тухсан – чун юрлать… («Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
ЧĂННИПЕХ те çапла: уй-хирте вырма ĕçĕсем кал-кал пынине курсан чун-чĕре савăнать, сисмесĕрех пурçра сăвă йĕркисем çуралаççĕ:

Тавах сана, механизатор,

Эс çăкăр çитерен пире.

Епле илемлĕ эсĕ, паттăр –

Сана савса юрлать чĕре.

«Карлинская» Агрофирма» ЗАО хирĕсенче маттур механизаторсем ĕçленине хам куçсемпе курса ĕнентĕм.

Акă, хăватлă «Дон» пăрçа паккусĕсене çапса пĕтерчĕ те, кĕрхи тулă уйнелле çул тытрĕ. Штурвал умĕнче – В.Егоров. Пăрçана кушăхтарма А.Петровпа Ф.Никифоров комбайнерсем çулнăччĕ.

Вăрлăх валли хăварнă пĕр çул ÿсекен курăксене В.Кашкоровпа А.Кузьмин механизаторсем çулаççĕ. Сĕлле йăвантарнă çĕрте маларах асăннă А.Петровпа Ф.Никифоров тăрăшаççĕ.

– «Дон» комбайн пурри – пысăк çăмăллăх, - терĕ В.Юманов тĕп инженер. – Виçпÿрт хирĕнчи кĕрхи тулла çак комбайн паян çапса пĕтерет те, сĕлĕ уйне куçать.

Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пырать. Нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулса утă хатĕрлеççĕ. Курăк çулнă çĕрте В.Тимофеев тăрăшать.

Умра – кĕр аки. В.Андреев механизатор Т-150 тракторпа çĕр хатĕрлет.

Йĕтем çине тырă килсех тăрать, В.Кузьминпа А.Кузьмин машинистсем сортировкăсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Икĕ сменăпа ĕçленĕрен, тырра çийĕнчех тирпейлесе кĕртме ĕлкĕреççĕ.

Акă, кăнтăрлахи апат вăхăчĕ те çитрĕ. А.Гладков лавçă механизаторсем патне лашапа вĕри апат илсе килнĕ. Хирте ĕçлекенсем апата мухта-мухта çирĕç, поварсене тав сăмахĕ каларĕç.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика