Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.11 ЮТРАН ЯВĂÇТАРМАСĂР МАЙ ÇУК («Край родной (Тăван ен)», Кугеси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Çанталăк хальхи вăхăтра хресчене майлă тăрать. Хуçалăхсенчен чылайăшĕнче тырă типĕтмелли сушилкăсем çуккине те сисет тейĕн. «Тырă хиртен вăтамран 17 процент нÿрĕлĕхпе кĕрет», – тет «Прогресс» обществăн директорĕ В.И.Яковлев кĕрхисем пирки. Янăшра эпир кĕçнерни кун район ертÿçипе А.П.Князевпа пултăмăр.

Янăш йĕтемĕ çинче тырăна алама шкул ачисене явăçтарнă. «Самай тĕкĕ», – тет вĕсем пирки хуçалăх ертÿçи. Çапла пулмасăр. Кадрсем çитмен вăхăтра (ку ыйту Янăш енче те çивĕч) кашни çын шутра.

Вырма ĕçĕ пирки те мухтанса калаçмарĕ общество директорĕ. «Йывăррăн пырать. Пĕр комбайнпа выратпăр. «Донăн» моторĕ ванчĕ. «Нива» хире тухнă-тухман çĕмĕрĕлчĕ. Гербицидпа ĕçлеймерĕмĕр. Механизаторсем çитмеççĕ», – каласа парать Василий Иванович. Общество хăйĕн техника базине çĕнетме тăрăшнине палăртмаллах. Ферма валли транспортер илнине шутласан, çулталăкра 12 çĕнĕ техника туяннă. Ку шутра МТЗ-82 трактор, тырă алама ОВС тата тиеме погрузчик... Кăçалхи вырмара ĕçлекен «Енисей» комбайн та хирте - пĕрремĕш сезон.

Выльăх апатĕнчен утă хĕл каçма çитмелле. «Симĕс апат хатĕрлемелли техника тĕлĕшпе, вара, йывăр, – палăртрĕ Василий Иванович. – «Волгăпа» ĕçлетпĕр. Выльăха симĕс апат çулса çитермелли техника çеç вăл».

Янăшсем кĕрхисем çинче ĕçлетчĕç. Хăйсен вăйĕпе кăна вырмара çăмăл пулас çуккине кура район ертÿçи сĕннипе унтисем ютран икĕ комбайн явăçтарма килĕшрĕç. Эпир хирте чухнех общество директорĕ тата район пуçлăхĕ «Чурачикское» общество директорĕпе Е.Ф.Шалеевпа сотовăй телефонпа калаçса татăлчĕç. Апла пулсан, Чурачăксен çĕнĕ «Донĕсем» «Прогреса» пысăк усă тăвĕç.

Янăшра кăнтăрла хыççăн пултăмăр пулсан, кăнтăрлаччен район пуçлăхĕ «Гвардеец» обществăри ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕ. Унта çуртрисем çинче ĕçлетчĕç. 105 гектар йышăннă кĕрхисене çапса пĕтернĕ. Хирте хуçалăхăн пĕр «Донĕ» тата аякран (тĕрĕсрех, Мари Эл республикинчи лизинг компанийĕн) тăватă комбайнĕ ĕçлетчĕ. Ютран явăçтарнисене çапса илнĕ тырăн 27 процентне парĕç. Çунтармалли-сĕрмелли материал – хăйсенчен.

Кĕрхисен тухăçĕ Шĕнерпуçĕнче вăтамран 25 центнера ларнă, çуртрисем хальлĕхе 22 центнер параççĕ.

Кĕрхисене кăçал 250 гектар акма палăртаççĕ. Ун валли 80 гектар хатĕрленĕ. «Ыран акма тухатпăр», – терĕ общество директорĕ Р.Г.Абдурахманов.

В.ЭВЕРККИ.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика