Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.15 Фермерсем ĕçлеççĕ тăрăшса («Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
ИРПЕ-ИРЕХ тырă тиенĕ КамАЗ автомашина аслă çул çине тухрĕ те Шупашкаралла çул тытрĕ.

Руль умĕнче – «Канаш» фермер хуçалăхĕн хуçи Сергей Угарин.

– Шупашкар элеваторне çĕнĕ тырă леçетĕп, – терĕ фермер, автозаправкăна чарăннă самантра калаçу пуçарсан. – Хальлĕхе 100 тонна кĕрхи тулăпа 35 тонна урпа сутрăм. Тулăри клейковина виçи – 777 грамм пуçне 25 процент ытла. Çавна май элеватор тоннине 5600 тенкĕрен кая мар туянать.

55 гектар çинчи кĕрхи тулă гектартан утмăлшар, 60 гектар çинчи урпа çирĕм пилĕкшер центнер тухнă. Чăннипех те пуян тухăç илнĕ теме пулать «Канаш». Çĕнĕ сортсем акнин, минераллă удобренисемпе тата гербицидсемпе пĕлсе усă курнин усси пысăк. П.Захаров комбайнер та – тирпейлĕ çын, тыр-пула тăккаламасăр пуçтарса кĕртнĕ.

«Канаш» фермер хуçалăхĕ кĕрхи тулла кăçал 80 гектартан кая мар акасшăн. Çĕр хатĕр, çывăх кунсенче кĕр аки те пуçланĕ.

Калаçса тăнă хушăра автозаправка патне тиевлĕ тепĕр КамАЗ та пырса чарăнчĕ. Кахăрлă Шăхалĕнчи «Карла» фермер хуçалăхĕнчен иккен, водителĕ те паллаканскер – Олег Макаров. Канаш элеваторне урпа леçет. Хальлĕхе 50 тонна сутнă. 65 гектар çинчи урпа гектартан аллăшар центнер тухни çинчен савăнсах пĕлтерчĕ Олег. Хальхи вăхăтра кĕрхи тулă пуçтарса кĕртеççĕ, кĕр акине хатĕрленеççĕ. Йĕтем çине килекен тырра тасатса тирпейленĕ çĕрте сортировка машинисчĕ Валерий Ефимов тата Галина Никоноровапа Надежда Муллина тăрăшуллă.

Чаткасра та хирсем пушанаççĕ

ВИÇĔ СК-5 «Нива» комбайн техника паркĕнчен шуса тухрĕ те, сĕлĕ уйнелле çул тытрĕ. Андрей Юнкеров, Николай Краснов тата Виталий Воробьев комбайнерсем маларах кĕр тыррисене тирпейлĕн пуçтарса кĕртнĕччĕ. Тухăç аван, В.Исаевпа В.Лукиянов водительсем хиртен йĕтем çине рейс хыççăн рейс тунă.

Хуçалăх тырă сутма пуçланă, тоннăсен хисепĕ ÿссех пырать.

С. Иванов



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика