Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.18 Вырмана ăнăçлă вĕçлерĕç («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/

Акционерсен «Прогресс» обществин уй-хирĕнче кăçал тухăçлă тыр-пул çитĕнчĕ. Çăвĕпе тăрăшни, технологие çирĕп пăхăнни, çĕнĕ сортсемпе ĕçлени, минераллă удобренисемпе туллин усă курни – çаксем ĕнтĕ çитĕнÿсен çăл куçĕ.

Çитĕннĕ культурăсене тăкаксăр пухса илесси те тĕп ыйту пулчĕ обществăра. Ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, механизаторсен тăрăшулăхне пула 1300 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпех уй-хиртен пухса кĕртрĕç. Хуçалăхри 4 бригадăра вырма ĕçне куллен 8-9 комбайн, ытти техника хутшăнчĕç. Пĕринчен тепри хастар пулчĕç комбайнерсем. Валерий Куприянов, тĕп инженер тивĕçĕсене пурнăçлаканскер, иккĕмĕш çул хĕрÿ тапхăрта комбайн штурвалĕ умне ларать, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх вăл республикăри ăмăртура мала тухнăччĕ. Кăçал та унăн кăтартăвĕ сумлă – «Дон-1500» комбайнпа 9703 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕлерĕ. Унран В.Кудрявцев тата ыттисем те ытлашши кая юлмарĕç, юлташĕпе ăмăртса ĕçлерĕç.

Комбайнсем патĕнчен йĕтеме тырă турттарас енĕпе те чăрмавсем пулмарĕç. Кунта В.Соловьев, С.Муллин тата ытти водительсем хастарлăхĕпе палăрчĕç.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ пулин те, хуçалăхра хĕрÿ ĕç вĕçленмен-ха: уй-хирте улăм пухаççĕ, кĕрхи çĕртме тăваççĕ, кĕрхи культурăсем акма пикенеççĕ. Урăхла каласан, çитес çулхи тухăçшăн паянах кĕрешÿ пуçарнă.

А.КАРЛИН.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика