Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.22 ĔÇСЕМ ХĔРŸ ПЫРАÇÇĔ («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/

Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Августăн 17-мĕшĕ тĕлне районĕпе 7445 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем çулнă. 6883 гектарне çапса тĕшĕленĕ. Йĕтемсем çине 14300 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç хальлĕхе кашни гектар пуçне 20, 8 центнерпа танлашать. Пуçтарса илнĕ лаптăксенчен «Слава» (32, 3 центнер), Минатуллинăн (29 центнер), «Золотой колос» (28 центнер), «Пайгас» (26, 6 центнер) хуçалăхсенче тырă аван тухать.

Ял хуçалăх предприятийĕсем çийĕнчех улăма пуçтарса пыраççĕ. Ку ĕçе 4167 гектар çинче пурнăçланă. Çĕртме тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. 861 гектар сухаланă. Районĕпе 795 тонна тырă сутнă.

Вырма вăхăтĕнчех выльăх апачĕ хатĕрлесси те пырать. Районĕпе 1606 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксем çулнă. Пĕр çул ÿсекен курăксен хирĕсенче те ĕçсем пыраççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем 7230 тонна утă, 24840 тонна сенаж, 1670 тонна силос хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Урожай», «Рассвет», «Слава», «Искра», «Восток», «Асаново», «Луч» тата хăшпĕр хуçалăхсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Çу кунĕ — выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илмелли вăхăт. Ешĕл апат, уçă сывлăш витĕм кÿнипех пулĕ сăвăм ÿсет, ÿт хушаслăх пысăкланать. Хальхи вăхăтра ĕнесем талăксерен 13, 7-шер килограмм сĕт антараç-çĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 0, 7 килограмм ытларах. «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче кашни ĕнерен 20, 1 килограмм сĕт сăваççĕ. «Алга» тата «Урожай» хуçалăхсенче те ĕнесем сĕтлĕ. Çав вăхăтрах «Изамбаево», «Красный маяк» хуçалăхсенче сăвăм талăксерен 4, 5—5, 7 килогрампа çеç танлашать.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика