Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.25 Район уй-хирĕнче («Авангард», Батырево)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/

 Районта вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Августăн 23-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 13378 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене вырнă, 13201 гектар пуçтарса çапнă, 298124 центнер тĕшĕленĕ. Хальлĕхе вăтам тухăç кашни гектар пуçне 22, 6 центнерпа танлашать. Ку кăтарту Ленин ячĕллĕ, “Батыревский”, “Югель”, “Малалла”, “Красное знамя”, “Исток”, “Звезда” хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче тата пысăкрах, 34, 2-25, 5 центнер.

 Пур хуçалăхра та тенĕ пекех улăма пуçтарса пыраççĕ, урана хываççĕ, пресласа складсене кĕртеççĕ, халăха валеçсе параççĕ. Комбайнсем хыççăнах хир пушанса пырать.

“Сидели” хуçалăхра 170 гектар, “Малаллара” – 50, “Первомайскра”– 63, “Жизнь” хуçалăхра 20 гектар кĕрхи культурăсем акнă.

 Кĕр тыррисем акма районĕпе 5583 гектар çĕр хатĕрленĕ, вăрлăх çителĕклĕ, ăна имçамлама пикеннĕ. 1537 гектар кĕрхи çĕртме тунă.

 “Чăваштырăпродуктне” тырă леçме пикеннĕ. 1400 тонна ăсатнă.

 Хуçалăхсенче çитес çул акма вăрлăх çителĕклĕ. Ăна 4100 тонна хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те чарăнса ларман. 5385 тонна утă, 16384 тонна сенаж, 4000 тонна ытла силос хатĕрленĕ. Пĕр çул ÿсекен курăка çулса пĕтернĕ, нумай çул ÿсекеннине иккĕмĕш хут çулаççĕ. Ку ĕç кĕçех вĕçленет.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика