Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.29 ВЫРМА КĂÇАЛ ХĂВĂРТPАХ ПЫРАТЬ («Край родной (Тăван ен)», Кугеси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Çуллахи шăрăха пула тырă лайăх ÿсейменнине кура пуррине хăть йĕркеллĕ пуçтартăрччĕ хресчен тенĕн тăрать çанталăк. Пĕлтĕрхипе танлаштарасан, ĕççи лайăхрах пыни сисĕнет. Район администрацийĕнче тунти кунсерен иртекен канашлура та вырма ĕçĕ епле пынине пăхса тухрĕç.

Ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Н.Мустаев каланă тăрăх, тĕш тырăна 83, 5 процент таран пухса илнĕ. Ĕççи Куйбышев ячĕллĕ, «Приволжское» хуçалăхсенче аван пырать. Вĕсем 95 процента çитнĕ. Хăйĕн вăйне çеç шанакан «Искра» кооператив та вырмара аван ĕçлет, унта мĕнпур лаптăкăн 92 процентне вырса илнĕ. Ытти хуçалăхсенчен «Слава» кооператив вырса пĕтернĕпе пĕрех. «Гвардеец» тата «Букет Чувашии» агрофирмăн Ишлейри филиалĕнче те вырмана лайăх йĕркеленĕ. В.Н.Мустаев тунти кунхи канашлура пĕлтернĕ тăрăх, пысăкрах лаптăксем «Прогресс» обществăра, «Атлашевский» кооперативра (300 гектара майлă) тата Свердлов ячĕллĕ колхозра юлаççĕ.

Кăçалхи вырмара Мари Эл республикин тата «Чурачикское» общество комбайнĕсем чылай хуçалăха пулăшу кÿчĕç. Çав комбайнсене пĕр кун та ĕçсĕр лартас мар тесе ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Николаевич хăй те нумай тăрăшнă, пĕр хуçалăхран тепĕрне вăхăтра куçарнă. Шел, паллах, инкексĕр пулмарĕ ĕççинче. «Прогресс» хуçалăхра çĕнĕ комбайна çаврăнса ÿкнĕ, «Атлашевский» кооперативра ĕçленĕ çармăссен комбайнĕ тепĕр комбайнера вилмеллех таптанă. Сăмах май, юлашкинчен асăннă ĕçе прокуратура тĕпчет.

Улăма хуçалăхсем çийĕнчех пуçтарма тăрăшаççĕ. Вĕсемпе калаçса татăлса «Агарикус» общество ăна пресласа туянать. Килограмшăн 60 пуса яхăн тÿлет вăл. Пресланине пĕр тенкĕ ытлапа илет.

Кĕрхисене акасси те паян пурнăçламалли ĕç. Ку енпе «Слава», Свердлов ячĕллĕ, «Прогресс» хуçалăхсем тимлеççĕ. Шăмат кун Апашсем тухнă. «Хăмăл çийĕн акатпăр», – пĕлтерчĕç кооперативра. Районăн планĕ – 5200 гектар. Хальлĕхе пине майлă акнă. Куйбышев ячĕллĕ, Кадыков ячĕллĕ тата «Атăл» предприятисем çĕр пайĕсемпе уçăмлăх çуккипе акма тăхтаççĕ-мĕн. «Букет Чувашии» агрофирмăра, «Искра», «Пучах» хуçалăхсенче вăрлăх çителĕксĕр.

Выльăх апатне хатĕрлессипе хуçалăхсем начар мар ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах «Гвардеец» обществăпа «Атлашевский» кооперативра ăна сахал хатĕрленĕ. Апат тăрăх пăхсан, Шĕнерпуçĕнче ĕне-выльăх шутне чакарас хăрушлăх пур.

В.ЭВЕРККИ



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика