Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.30 Уйсенче — ака агрегачĕсем («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Районта вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. 25 ял хуçалăх предприятийĕпе пĕрлешÿрен, артельтен 13-шĕ тĕш тырăсене алла илнĕ те ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕрисем, тĕслĕхрен, “Досаево”, кĕрхи культурăсене акассине те вĕçленĕ. Августăн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Ю. Петровпа тата кунти В. Васильев тĕп агрономпа районăн кăнтăр енче вырнаçнă хуçалăхсен уйĕсене çаврăнса тухрăмăр. Санькасси уйĕнче пĕр сеялкăллă агрегат шуса килетчĕ. Ку Владимир Ивановăн тракторĕ пулчĕ. Хайхискер ана пуçне тухсан чарăнчĕ.

— Тăваттăмĕш кун акатăп. Кунне 15—20 гектар акма ĕлкĕретĕп, — тет опытлă механизатор. — Упи енче тепĕр агрегат ĕçлет. Асăннă кун тĕлне “АИКо” пĕрлешÿ 200 яхăн гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Ку ĕçе тата 400 ытла гектар çинче пурнăçламалла-мĕн.

“Восток” хуçалăхăн Лешуйĕнче Вячеслав Федоров, унччен вырмара комбайнпа ĕçленĕскер, хĕрсех акма çĕр хатĕрлетчĕ. Тимлĕскере кăçал туяннă “Беларус 952” çĕнĕ трактор шанса панă. В. Федоров ĕçе пахалăхлă тума тăрăшать.

“Убеевское” пĕрлешÿпе “Янмурзино” хуçалăхра та уйра пĕрер ака агрегачĕ ĕçлетчĕ. Янмурçинсем 290 гектар кĕр тыррисем акнă. Ку ĕç малалла пырать. З. Тимофеева бригадир пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра вырса çапмалли тулăпа урпа тепĕр 140 гектар юлнă. Йĕтем çинче ĕçлекенсем хĕрсех кĕлете кĕртме тулă михĕсене тултаратчĕç.

Кĕре кĕретпĕр, васкамалла. Çанталăк пăсăличчен вырмана вĕçлемелле, кĕр тыррисен палăртнă лаптăкне акса хăвармалла.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика