Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.09.05 Çĕр ĕçчене юратать («Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Çĕр хăйне хисеплекене юратать тени тĕрĕсех ĕнтĕ. «Ковали» хуçалăх панкрута тухнă хыççăн кунти çĕр лаптăкĕсем мăян-пиçенпе витĕнчĕç. Чылайччен выртрĕ вăл шăплăхра. Çĕре хисеплекенсен çакăншăн чунĕсем ыратрĕç пулĕ, хăшĕсем хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем йĕркелерĕç.

Юнашарах вара районта чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики те «Ковали» хуçалăхра тĕш тырă акса туса илме пуçларĕ. Апла пулсан хуçалăхри çĕрсем хăçан та пулин çум курăкран тасалса пĕтес шанчăк пурах-ха.

«В.И.Горшков» хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе куртăмăр. Вĕсем 6 гектар çĕр çинче çĕр улми, нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. Ĕçчен çемье ларса канма та пĕлмест темелле. Хальхи вăхăтра вĕсем çĕр улми ани çинче. Вăхăтра кăларса тирпейлесе кирлĕ çĕре те вăхăтра çитересшĕн вĕсем ăна. «Юрать-ха тăвансем, юлташсем пулăшаççĕ, унсăрăн хамăр çемьене çеç ытла та йывăр килĕччĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлетпĕр. Кирлĕ вăхăтра эпир вĕсене техникăпа пулăшатпăр», - тет хуçалăх пуçлăхĕн амăшĕ Нина Ефимовна. Сăмах май каласан вăл çав тери ĕçчен хĕрарăм. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Халĕ мăнукне - Артема ĕç майне хăнăхтарас тесе тăрăшать. Ĕçчен çынна ял савать тенĕ пек Горшковсене те çавăн пекех. Вĕсем пек ĕçченсем пулсан Кавал çĕрĕ те сывласа ярĕччĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика