Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.09.05 Кĕр акине вăхăтра, пахалăхлă ирттерер («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Планпа палăртнă тăрăх, кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕр тыррисене 6000 гектар акса хăвармалла. Кĕрхи культурăсене ытларах лаптăкра акса çитĕнтерни усăллă пулнине, юлашки çулсенче уйрăмах, хамăр куçсемпе курса ĕненетпĕр.

Çуркуннехи нÿрĕкпе çирĕп вăй илсе юлнине кура кирек хăш çанталăк условийĕсенче те вĕсенчен пысăк тухăç алла илес шанăç пур. Тепĕр енчен, кĕр тыррисене, çурхисемпе танлаштарсан, маларах пухса кĕртетпĕр. Çапла майпа вырмари малашнехи ĕçсене кирлĕ пек йĕркелесе пыма май парать, комбайнсем пурнăçламалли ĕç тăкăслăхĕ чакать. Çакна ăнланса “Прогресс”, “Комбайн” хуçалăхсем кĕрхи культурăсене юлашки çулсенче май пур таран ытларах лаптăкра çитĕнтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. “Урожай” ООО пирки те палăртмасăр иртме çук. Иртнĕ çул кĕр тыррисене технологи хушнине çирĕп пăхăнса акса хăварма пултарнăран вĕсем пысăк тухăç туса илчĕç. 105 гектар çинче çитĕннĕ кĕрхи туллăн “Московская-39” сорчĕ 47 центнер тухăç панă.

Çак вăхăт тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕр тыррисене 2560 гектар (43 процент) акса хăварнă. Ĕçе хăвăртлатма кирли куç умĕнче. Кĕрхи культурăсене хĕл сиввисем ан тивччĕр, вăл лайăх аталанса юлтăр тесе пурнăçламалли чи кирлĕ ĕç вăл – çĕре технологи хушнă пек пăхăнса хатĕрлени, палăртнă вăхăтра акса хăварни. Халĕ вĕсен сорчĕсем те ĕлĕкхи пек мар. Тĕслĕхрен, кĕрхи туллăн “Галина”, “Московская-39” сорчĕсен чăтăмлăхĕ пысăк.

Пурнăçпа тан пыракан ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхи культурăсен çĕнĕ тĕсне – житница (тулăпа ыраша пĕтĕçтерсе тунă çĕнĕ культура) акса çитĕнтерессине ĕçе кĕртеççĕ. Унăн тухăçĕ пысăк, 68-80 центнертан кая мар. Кăçал ăна “Прогресс”, “Комбайн”, “Сатурн”, “Рассвет” хуçалăхсенче акса хăварма палăртаççĕ. Кĕрхи культурăсен тепĕр тĕсĕ – тритикале. Унăн вăрлăхне К.Маркс ячĕллĕ, “Колос”, “Кушкă”, “Яманчурино” ял хуçалăх предприятийĕсенче туянчĕç.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика