Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.09.08 Механизаторсемпе кăмăллă («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
“Эмметево” ООО уй-хирĕнче ĕç шавĕ нихăçан та чарăнмасть. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса илнĕ хыççăнах улăма пухаççĕ, кĕрхи çĕртме сухи тăваççĕ, кĕрхине акаççĕ.

Кĕрхи культурăсем пысăк тухăç панине шута илсе, кăçал вĕсене 680 гектар çинче акса хăварма палăртнă, вĕсенчен 60-шĕ – ыраш, ытти – кĕрхи тулă. Кĕске вăхăтрах Виталий Григорьев агрегачĕ 450 ытла гектар акма ĕлкĕрчĕ.

Кĕрхине акма çĕр хатĕрлесси çине обществăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ: механизаторсен ĕçне икĕ сменăпа йĕркеленĕ. К-700 тракторпа Вадим Григорьевпа Георгий Парамонов, МТЗ-1221 тракторпа пиччĕшĕпе шăллĕ Алексейпе Александр Сурковсем тăрăшаççĕ. Çак 2 агрегат талăкра 100 гектара яхăн çĕр хатĕрлеççĕ.

Обществăра кĕрхи ытти ĕçсене те вăхăтра туса пыма тĕв лартнă. Халĕ кунта “Яманчÿрелти сельхозхими” патшалăх унитарлă предприятинчи механизаторсем йÿçĕклĕ çĕре извеçлессипе ĕçлеççĕ – ăна 92 гектар çинче пурнăçламалла.

Кĕрхи çĕртме сухи тăвасси ăнăçлă пырать. Владимир Клечков ДТ-75 тракторпа сменăра 7-8 гектар лаптăка сухалама ĕлкĕрет.

“Эмметево” ООО директорĕ Юрий Лапшин механизаторсен ĕçĕпе кăмăллă.

Ĕçлекенсене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеççĕ, тĕрлĕ майсемпе хавхалантараççĕ. Чăрмавсем ан пулччăр, ĕç кал-кал пытăр тесе уй-хирте тăрăшакансене кулленех вĕри апатпа тивĕçтереççĕ.

А. КАРЛИН



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика