Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.09.10 УЙ-ХИРТЕ («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Районта уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем кăçал 11069 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра 10600 гектара яхăн лаптăк çинчен тырпула пуçтарса кĕртнĕ. Йĕтемсем çине 21562 тонна тырă кĕнĕ.

Вăтам тухăç пуçтарса илнĕ тырăсенчен кашни гектартан 20, 4 центнерпа танлашать. Улăма та çийĕнчех пуçтарса пыраççĕ, урана хываççĕ, пресласа фермăсен çывăхне хураççĕ, халăха ĕç кунĕшĕн валеçсе параççĕ. Ăна 8277 гектар çинчен пухнă.

Çĕрулми уйĕнче те ĕçсем хĕрÿ пыраççĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» ял хуçалăх кооперативĕсен 1783 гектар çинчен кăларса илмелле. Хальлĕхе ăна 156 гектар кăларнă. Ку ĕç малалла пырать. Хуçалăхсем уяр çанталăкпа туллин усă кураççĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне — 199 центнер. Районта хăмла пуçтарас ĕç те пырать. «Симĕс ылтăна» пĕтĕм лаптăкăн 80 процентне татса пĕтернĕ, сутма хатĕрлесе хунă.

1400 гектара яхăн кĕр тыррисем акнă. Çĕртме тăвасси те малалла пырать.

Ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем выльăх апачĕ хатĕр-леççĕ. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 8 пин тонна ытла утă, 28 пин тонна яхăн сенаж, 2500 тонна силос пур. Ял ĕçченĕсен паянхи кун ĕç нумай. Çу каçа çитĕнтернине пуçтарса кĕртмелле, выльăхсем валли те апат хатĕрлемелле.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика