Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.09.10 Çĕр улми пуссинче («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Омплеш вăрманĕ çывăхĕнчи “иккĕмĕш çăкăр” пуссинче 2 комбайн пĕр тикĕс шăвать. Лаптăкĕ вара кунта пĕчĕк мар. Ку чикĕллĕ яваплă “Таябинка” агрофирма” пĕрлешÿн çĕр улми уйĕ. Асăннă пĕрлешÿ кăçал ку культурăна 155 гектар лартса çитĕнтернĕ. Сентябрĕн 6-мĕшĕнче вара ăна пухса кĕртме тухнă. Çак ĕçе нимĕç комбайнĕсемпе пурнăçлаççĕ. Сергей Семеновпа Олег Чернов механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă агрегатсене пĕр тикĕс ĕçлеттереççĕ. Вĕсене Николай Басниковпа Анатолий Маслов рабочисем пулăшса пыраççĕ. “Иккĕмĕш çăкăр” шултра тухать, вĕтти çукпа пĕрех. Çĕр улмине Викторпа Валерий Петровсем тата Альберт Афанасьев КаМАЗ, ГАЗ-53 тата МАЗ автомашинăсемпе сортламалли пункта турттарса тăраççĕ.

Механизаторсен кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. Вĕсем уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курса “иккĕмĕш çăкăра” хăвăртрах пухса кĕртес шухăшлă.

— Паян икĕ смена ĕçлемелле терĕç-ха, — пĕлтерчĕç вĕсем.

Ĕçченсене вĕри апат уя илсе тухса çитереççĕ, кăнтăрла тата каçалапа. Акă кăнтăр вăхăчĕ те çитрĕ, аякра пĕр машина килни курăнчĕ.

— Апат çитерме килеççĕ пулас, — терĕ С. Семенов тракторист. Чăн та, вăл йăнăшман. Оля Данилова повар кĕç механизаторсене апат çиме чĕнчĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш блюдăсем çисе чей ĕçнĕ хыççăн çĕр улми кăларакансем каллех хĕрÿ ĕçе кÿлĕнчĕç.

В. ЕГОРОВ


Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика