Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.09.13 УЙ-ХИРТЕ («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Районта вырма ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çапса тĕшĕлемелли лаптăк нумаях мар. Хăшпĕр хуçалăхсем çеç палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçлаймарĕç. Кĕрхи культурăсене акас енĕпе хĕрсех ĕçлеççĕ. Планпа 4202 гектар çинче акма палăртнă пулсассăн, паянхи куна çак ĕçе 2401 гектар çинче пурнăçланă.

Ку енĕпе «Труд», «Восток», «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕсем, «Урожай» колхоз ăнăçлă ĕçлеççĕ. Паянхи куна 4700 гектар çĕре сухаласа хатĕрленĕ.

Районти ял хуçалăх кооперативĕсенче çĕрулми пуçтарса кĕртес енĕпе тăрăшаççĕ. Паянхи куна «Слава», «Дубрава», «Восток», «Асаново», «Луч», «Турхан», «Рассвет» хуçалăхсенче, «Слава картофелю», «Нива» ООО агрофирмăсенче, Минатуллин, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕсенче «иккĕмĕш çăкăра» пуçтараççĕ. Пурĕ 1749 гектар çинчен пухса кĕртмелле пулсассăн, паянхи куна 454 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. 8720 тонна çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ. Вăтам тухăç — 192 центнер. Чи пысăк тухăç «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕнче — 250 центнер тата «Слава картофелю» ООО агрофирмăра — 220 центнер. Çанталăк йĕпе-сапаллă тăрать пулин те, хуçалăхсенче ĕç чарăнмасть.

И. МИНЕТУЛЛИН



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика