Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.09.18 УЙ-ХИРТЕ («Кошелеевский край (Каçал ен)», Комсомольское)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Кĕрхи çанталăк çумăрлă, сивĕ тăрать. Çавна пула районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче ĕç пĕр вăхăтлăха чарăнчĕ. Çапах та çĕр ĕçченĕ çитĕнтернĕ тухăçа вăхăтра пухса кĕртес тĕллевпе ĕçлет.

Районти хуçалăхсенче çĕрулмине пуçтарса кĕртес ĕç хĕрÿ пырать. Сентябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне 605 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Пĕтĕмпе тата 1144 гектар çинчен «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртмелле. Пурĕ 11357 тонна çĕр улми пуçтарнă. Вăтам тухăç — 188 центнер.

“Слава картофелю” ООО агрофирма 322 гектар, “Нива” агрофирма 145 гектар, ”Слава” ООО 25 гектар çинче çĕр улми çитĕнтернĕ. Уйрăмах “Слава картофелю” агрофирма «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарса кĕртес ĕçре маттур. Вĕсем ĕçе 287 гектар çинче пурнăçланă та. Кашни гектартан вăтамран 220 центнер тухать.

Кĕр тыррисене районĕпе 5000 гектар акмалла пулсассăн, 2763 гектар çинче ĕçе пурнăçланă. Сентябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне 4980 гектар çинче çĕртме тунă. “Асаново”, “Рассвет” ял хуçалăх кооперативĕсенче ăна вĕçленĕ. Тĕштырра хуçалăхсем вăхăтра пуçтарса кĕртрĕç. Районти хуçалăхсем 1487 тонна тырă сутнă. Çавăн пекех “Алга”, “Асаново” хуçалăхсем хăмла çитĕнтереççĕ. Ăна вăхăтра тирпейлесе кĕртес тĕллевлĕ.

Пахчаçимĕç çитĕнтерекен хуçалăхсенче те хĕрÿ вăхăт. Вĕсем кишĕр, хĕрлĕ кăшман кăлараççĕ.

Кĕрхи ĕçсене вăхăтра вĕçлесчĕ. Кашни уяр кунпа вырăнлă усă курмалла. Паянхи ĕçе ырана хăвармасăр тăрăшмалла.

И.МИНЕТУЛЛИН

Другие публикации по теме:


Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика