Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.09.21 Уй-хир ĕçĕсем вĕçленмен-ха («Наша жизнь (Пирĕн пурнăç)», Красные Четаи)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Çитес çулхи тыр-пулшăн тăрăшмалли вăхăт иртсех пырать. Районти тĕп агроном Н.Коробков пĕлтернĕ тăрăх, кăçал кĕр тыррисене ял хуçалăх предприятийĕсем 3 пин гектар ытларах акса хăварнă. Май пулнă пулсан ăна тата ытларах акма палăртнă пулнă.

Кĕрхи культурăсене акассине пурнăçлассипе уйрăмах “Коминтерн”, “Нива” хуçалăхсем аван ĕçленине палăртмалла. Вĕсенче ырă вăхăтпа туллин усă курса ыттисенчен ытларах акса хăварма пултарнă.

Кĕрхи çĕртме тăвасси те пур çĕрте те кал-кал пымасть. Çак ĕçе кăçал 6 пин гектар çинче пурнăçласа хăварма палăртнă. Акă, сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне “Путь Ильича” колхозра 50 гектар çеç çĕр сухаланă (планпа 813 гектар), “Коминтерн” – 105 (1177), “Авангард” – 8 (300), “Искра-Хмель” – 0 (30), “Победа” – 95 (96), “Свобода” – 90 (193), “Аккозинский” – 160 (173), “Нива” – 74 (332), Никитин фермер хуçалăхĕ – 60 (533), “Мочковашский” – 9 (130), “Сура” – 20 (100), “Асамат” – 60 (2125). Процентпа шутласан, çĕртме сухи тăвассине районĕпе 11-12 процент çеç пурнăçланă. Кун пекех ĕçлесен, çитес çулхи çур акинче ĕçсем каллех нумайланаççĕ. Кунта, паллах, чăрмавсем те чылай. Çапах та хуçалăх ертÿçисен çитес çул та çăкăрлă пулас тесен пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсенчен тухма тăрăшмалла. Хальхи рынок условийĕсенче укçа-тенкĕ çитменни пурне те паллă. Çанталăк лайăх тăнă чух унăн кашни сехечĕпе туллин усă курмалла. Кая юлас марччĕ. Çакна асра тытса ĕçлесчĕ.

Л.ШИВИРКИНА.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика