Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.09.22 ТЫР-ПУЛ ĔÇНЕ ВĔÇЛЕНĔ МАЙ («Край родной (Тăван ен)», Кугеси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Ял халăхĕпе хутшăннă чух çынсен ыйтса пĕлмелли сахал марри яланах сисĕнет. Çакă Пĕрлехи информаци кунĕнче кашнинчех палăрать.

Республика тата район представителĕсене вăл е ку ыйтăва панă чух хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем кăмăлсăрланаççĕ вара: «Пухусем ирттеретпĕр – çÿреместĕр». Пĕр ял тăрăхĕнче иртнĕ тĕл пулура ыйту çине ыйту паракан ватта вырăнтисем çавăтса кăларса ярасси патнех çитнĕччĕ, анчах республикăн вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев чарчĕ. Ĕçлесе çитереймеççĕ-ши ял тăрăхĕсенче е çынсем вĕсем кирлĕ хурав параймаççĕ тесе иккĕленнипе район пуçлăхĕ е министр килессе кĕтеççĕ-ши – калама хĕн. Анчах ыйтусем, вырăнта татмаллисем, яланах çĕкленеççĕ.

Çулталăкра 14-15 тонна какай

Юн кунхи черетлĕ информкун Апаш, Шемшер, Лапсар тата Янăш ял тăрăхĕсенче иртрĕ. Республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев тата унпа пĕрле район пуçлăхĕ А.П.Князев «Чебоксарская птицефабрика» ОООн Лапсарти лаптăкĕнчен пуçларĕç. Предприяти унта калама çук пысăк юсав ĕçĕ пуçарса янă. Укçа-тенке кредитпа АПК аталанăвĕ çинчен калакан нацпроектпа килĕшÿллĕн илнĕ.

Кунта пысăк ĕçсен пĕр пайĕ сентябрьте вĕçленмелле, октябрьте оборудовани вырнаçтармалла. Çĕнĕ йышши оборудовани чăх-чĕп йышне ытларах тытма май парĕ. Лапсарти фабрикăн какайне килес çулхи июньтех астивсе пăхăпăр, акă. Çăмарта пуçтарасси тата суйласси (калибровкăласси) йăлтах автоматика мелĕпе пулса пырĕ. Килес çул фабрика 5 пин тонна таран какай илесшĕн пулсан, производство калăпăшне тата ÿстермелле. 2009 çулта вĕсем 14-15 тонна туса илме палăртаççĕ. Кайăк-кĕшĕк пусмалли цехра сехетре 6 пин пуçран кая мар пусма май килĕ. Тирпейлекен цех та вырăнтах пулĕ. Унта вĕсем кайăк-кĕшĕк ашне çеç мар, ытти какайпа та усă курмалла. Фабрикăн плансем пысăк.

Шухăшсăр мар Янăшсем

Янăш ял тăрăхĕнчи тĕл пулăва «Прогресс» акционерсен обществинчи Янăш йĕтемĕ çинче пуçларĕç. Вырăна çитиччен Турикасси ялĕ патĕнче чарăнса илчĕç. «Прогрессем» унта çĕртме сухи тăватчĕç. «70 гектар сухаларăмăр», – терĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ К.Л.Васильев. Хуçалăх ертÿçи В.И.Яковлев та сухалакансемпе пĕрлеччĕ. Кĕрхисене 320 гектар акнă. Асфальт çул урлă хирте тритикале йышăнать. Ăна «Обь» сеялкăпа акнă. Министрпа район пуçлăхĕ унта та анса пăхрĕç. «Тапраннă», – терĕç тăпраран чакалтаса кăларнă пĕрче хакласа.

«Тырă-улăм илтĕр-и.» – тесе ыйтнинчен пуçларĕ калаçăва Михаил Васильевич Янăш йĕтемĕ çинче тырă алакансемпе. Илнисем сахалтарах-мĕн. Пама пуçласса пуçланă. Çынсене тата вырăнти специалистсене хуçалăхри çăмăл мар лару-тăру пăшăрхантарать. Анчах пĕрне мухтаса теприне хурлаймăн теççĕ-и-ха. Вĕр-çĕнĕ комбайна тÿнтерсе яни пирки те калаçу пулчĕ, эрех ĕçни çинчен те. Район пуçлăхĕ суррогатлă эрех сутакансене пуху ирттерсе ÿпкелеме сĕнчĕ. Ун пеккисене уголовнăй майпах явап тыттарма май пур, палăртрĕ вăл.

Тĕл пулăва пухăннисем Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсемпе те – республикăна тата района çĕршыв пуçлăхĕ В.В.Путин килсе кайнипе тата РФ Патшалăх Думин декабрьте суйлав пулассипе – кăсăклансах паллашрĕç. Каçхи пилĕк сехетре «Чебоксарская птицефабрика» обществăра вице-премьер районăн активĕпе тĕл пулчĕ. Унта АПК аталанăвĕ çинчен калакан нацпроект епле пурнăçланнине сÿтсе явнă май хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кредит илесси мĕншĕн начар пынине ура çине тăрсах ăнлантарма тиврĕ. Тĕл пулура ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.

В.ЭВЕРККИ.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика