Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.10.03 Типĕ çанталăкпа усă курса юлар («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/

Район администрацийĕнче тунти кун пулса иртнĕ йăлана кĕнĕ канашлăва район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă.

Ял хуçалăх пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Ильина районта ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Уй-хирте çитĕннĕ культурăсене пухса кĕртесси вĕçленсе пырать. Çĕр улми кăларассине 15 хуçалăхра вĕçленĕ, ыттисенче çывăх кунсенчех пуçтарса кĕртеççĕ. Анчах «Арланово» хуçалăх, тин çеç «иккĕмĕш çăкăр» кăларса илме пуçăннăскер, кая юлмĕ-ши? Синоптиксем тепĕр эрнере çанталăк çумăра каясси пирки асăрхаттараççĕ. Н.Ильина хуçалăхсем кăçал кĕрхи тулă ытларах акнине палăртрĕ. Ку лайăх-ха. Анчах кĕрхи культурăсене акассине вăраха тăснă хуçалăхсенче вĕсем аталанса юлĕç-ши; «Нива» хуçалăх кĕрхи культурăсене пĕр гектар та акман, кĕрхи çĕртме сухи туман. Кун пек чухне малашлăха шанма йывăр. Районта кĕрхи çĕртме сухи тумалли план тулса пырать пулин те, «Колос», К.Маркс, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче çак ĕçе пуçăнман тесен те юрать. Тепĕр курăма та асăнмасăр иртме çук: хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕш тырă тухăçĕ мĕншĕн пĕчĕк; Хуравĕ паллă мар.

Район пуçлăхĕн çумĕ И.Кузнецов çул-йĕр тăвас ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Асфальт тата чул сарнă çулсемпе кăçал 8 ялтан çиччĕшне çыхăнтарнă. Анчах Тип Тимеш ялĕ кăçал та аслă çулпа çыхăнаймасть пулĕ. Çак ялта çуралса ÿснĕ предприниматель подряд ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçлама шантарнă. Ăна шаннă, анчах ĕçĕ тăсăлса кайнă.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче сывату учрежденийĕсене ăшă парса тăрассине йĕркелесе яма иртнĕ эрнерех хушнăччĕ район пуçлăхĕ Н.Миллин. Шел, вăл пурнăçланман. Тĕп больницăна халĕ те хутса ăшăтмаççĕ. Ытти предприятисемпе организацисем те çуртсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма ирĕк паракан документсене пурте хатĕрлесе çитермен. Çĕрле вара 4 градус анчах ăшă тăрать.

Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый «Советская Чувашия» тата РФ Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене хутшăннипе, халăха социаллă пулăшу паракан пай ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н.Николаева Ваттисен кунне ирттерес енĕпе, районти тĕп эколог-эксперт П.Тремасов тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес, йывăç лартас уйăхлăхра туса ирттермелли ĕçсемпе паллаштарчĕç.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика