Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.11.Яш-кӗремпӗ, хӗр-упраҫпа илемлӗ ял ("Çамрăксен хаçачĕ")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви, Чӑваш наци конгресӗ йӗркелекен "Чӗре кӗввисем" телетӗпел ҫак кунсенче Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче саккӑрмӗш хут иртрӗ. Уява ялти професси ӗҫченӗсем - уй-хирте, фермӑра вӑй хуракансем, медицина, педагогика, культура, суту-илӳ тытӑмӗсенче тӑрӑшакансем - пухӑннӑ. Кашниех пӗр ыйтӑва хускатрӗ. Ку -ҫамрӑксене яла хӑварасси. Ял ватӑлать. Ҫамрӑк ҫемьесем ҫукран ача та сахал. Шкулсем хупӑнаҫҫӗ. Мӗнле чармалла япӑх ҫак юхӑма? Ҫӗнтерме пулать-и ӑна? Пулать! Ҫак сӑмах уҫӑмлӑнах янӑрарӗ уяв каҫӗнче. Чи малтанах ял ҫыннине, ҫӗр ӗҫченӗн ӗҫне хисеплеме тытӑнмалла.

Ял ҫыннисене хавхалантарассинчен ытларах хӑйӗн канлӗ пурнӑҫӗ пирки шухӑшлакан пуҫлӑхсем пирки Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.В.Федоров Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ ҫинчен указ кӑларнӑ май: "Ҫӗр-аннемӗре, пурне те тӑрантаракан ҫӗр ӗҫченне хисеплеме, сӑвап вырӑнне хума яланах вӗрентмелле, ку енӗпе паян та, ыран та яланах ҫине тӑрса ӗҫлемелле", -тенӗччӗ.

Паллах, ялсене аталантарассишӗн, вӗсене ҫамрӑклатассишӗн республикӑра сахал мар ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫуртсене ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртнӗ, яла ҫити асфальт ҫул сарнӑ, тӗслӗх библиотекӑсемпе ҫӗнӗ йышши шкулсем, пӗтӗмӗшле практика ; врачӗн офисӗсем, физкультурӑ-па спорт комплексӗсем хута кайнӑ.   "Эпир   ялта   пурӑнма меллӗ, ӗҫлеме интереслӗ тӑвассишӗн тӑрӑшатпӑр", - терӗ Президент ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗнче.

Чылай ҫӗрте ҫамрӑксем ялтан ӗҫ ҫуккипе тухса каяҫҫӗ. Ҫакӑнта вара телетӗпелте паллаштарнӑ ырӑ тӗслӗхсемпе анлӑрах усӑ курмалла пулӗ. Ял ҫынни чӗр тавар туса илет. Анчах унран продукци те хатӗрлеме пулать-ҫке. Куславкка районӗнчи Илепер тӑрӑхӗнче пурӑнакан Василий Николаевич Семенов фермер ҫапла тӑвать те. Вӑл 200 гектар ҫинче ҫӗр улми, хӑяр, купӑста, ешӗл ҫимӗҫ /петрушка, укроп, хӗрен/, помидор, тӑрӑхла кавӑн туса илнипе ҫеҫ ҫырлахмасть. Вӗсенчен тавар хатӗрлет: тӑварлать, тутлӑлантарать. Ҫимӗҫсене лавккасене леҫет е сутуҫӑсем хӑйсем килсе илеҫҫӗ. Фермер хуҫалӑхӗнче куллен 500 килограмм чӗр тавар тирпейлеҫҫӗ. Вун-вун ҫамрӑк ӗҫлет ун патӗнче. Ял пурнӑҫне интереслӗрех тӑвассишӗн те тӑрӑшать Василий Николаевич. Тутлӑ йышши апат хатӗрлес енӗпе конкурссем ирттерет. Куславккара купӑста фестивалӗ виҫҫӗмӗш ҫул йӗркеленет.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен килнӗ "Сентреш" агрофирма пуҫлӑхӗнчен Валерий Геннадьевич Ермолаевран та вӗренмелли нумай. Ялта пурӑнакансем ҫӑвӗпех ӗҫлӗ пулччӑр тесе фирма ҫумӗнче йывӑҫран хӑма тата ытти тавар хатӗрлекен цех уҫнӑ.

Паллах, ялсем ҫамрӑкланасси яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран килет.

- Кам та пулин килсе ӗҫ туса парасса кӗтсе лармалла мар пирӗн, - терӗ Элӗк районӗнчен килнӗ Андрей Скворцов. 2005 ҫулта ял хуҫалӑх академийӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн "Правда" хуҫалӑхра агрономра ӗҫлеме тытӑннӑ вӑл. Часах каччӑ тӗп агроном тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пуҫланӑ. Хӑйӗн ӗҫне ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсене шута илсе тӑвать ҫамрӑк. Ҫёнӗ йышши, лайӑх тӗрӗсленнӗ вӑрлӑхсене ҫеҫ акма тӑрӑшать.

Телетӗпелте Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студентки Дарья Масленкова тата Ҫӗрпури аграри-технологи техникумӗн студенчӗ Михаил Егоров: "Эпир яла хатӗрри ҫине ҫеҫ каясшӑн мар. Яла ҫӗклес тесе хамӑртан мӗн кирлине тума пултаратпӑр", - тесе ҫирӗппӗн, мӑнаҫлӑн каланӑ хыҫҫӑн уй-хирпе ферма ӗҫченӗсем чылайччен алӑ ҫупрӗҫ. Апла шанӑҫ пур. Чӑваш ялӗ ватӑлма чарӑнӗ-ха. Ял ҫамрӑксемпе илемлӗ.

Константин ПЕТИН.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика