Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.12.Ĕçпе пиçĕхмесĕр ăнăçу пулмасть (Урмарская районная газета)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
А. НИКОЛАЕВА

Кашни ĕçĕн хăйĕн майĕ, тĕрри-çĕвви темелле. Пĕрисем çĕр сухалаççĕ, теприсем тыр-пул акаççĕ, пуçтараççĕ, виççĕмĕшĕсем вара ăна упраççĕ...

Тыр-пул упраççĕ тесен вара пуçа тÿрех элеватор пырса кĕрет. Историрен те паллă, кунта вуншар-вуншар çул каяллах тĕш тырă упранă. Тахçан, темиçе çул каялла, районта чи çÿллĕ те мăнаçлă çурт - элеватор таçтан аякран çуталса курăнса ларнă пулсан, халĕ вара вăл тĕсне çухатма ĕлкĕрнĕ, кивелнине пула кăштах пĕкĕрĕлнĕ пулсан та районта чи çÿллĕ те хисеплĕ вырăнсенчен пĕри.

Паянхи куна вăл тырă йышăнакан пункт шутланать, «Чăвашхлебопродукт» патшалăх унитари предприятин тытăмне кĕрет. Ку предприятин ячĕ хамăр республикăра кăна мар, ытти çĕрте те ырăпа сарăлнă. Тĕслĕхрен, вĕсем кашни çулах Мускавра ирттерекен тĕрлĕрен куравсене хăйсен продукцине тăратса призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Ытлашши маларахри çулсене аса илмĕпĕр, 2008 çулта Мускавра иртнĕ «Наци Мухтавĕ» курава тата «Пĕтĕм Раççейри марка. ХХ ĕмĕрти пахалăх палли» конкурса хутшăнса «Раççейри чи лайăх арман» ята тивĕçнĕ. Кăçалхи октябрĕн 10-14-мĕшĕсенче «Ылтăн кĕркунне» Пĕтĕм Раççейри агропромышленность куравне хутшăннă, хăйсем туса кăларакан тĕрлĕ сортлă çăнăха хаклава тăратнă, «Пысăк пахалăхлă апат-çимĕç туса кăларасси» конкурса хутшăнса предприяти иккĕмĕш вырăн çĕнсе илсе кĕмĕл медале тата Диплома тивĕçнĕ. Юлашки уйăхра ку иккĕмĕш çитĕнÿ пулнă. Нумаях пулмасть предприяти отрасльти чи пысăк наградăна - «Раççейри чи лайăх арман» - ята илме пултарнă. Ку пысăк наградăна ахальтен памаççĕ - чи пысăк пахалăхлă продукцишĕн тата çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пынăшăн. Апла пулсан, ку предприяти тытăмне кĕрекен ытти пĕчĕк предприятисем те пахалăхлă продукци кăна сутни куç умĕнчех, çав шутра пирĕн районти тырă йышăнакан пунктра та.

Паянхи куна кунта штатлă расписанипе 24 çын вăй хурать. Предприятире виçĕ суту-илÿ точки ĕçлет: «Колосок», «Пучах», «Нива» - пурте тĕрлĕ сортлă çăнăхпа ытти продуктсене сутаççĕ. Унсăр пуçне тырă йышăнакан пункт складĕнчен те туянма пулать, заказ парсан кирлĕ çĕре те çитерсе параççĕ. Районти ялсенче те кунти продуктсене сутассипе ятарласа çынсем вăй хураççĕ, предпринимательсемпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Хамăр районти предприятисемпе, организацисемпе алла-аллăн тытăнса ĕçленисĕр пуçне, юнашар Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсенчи предприятисемпе организацисемпе, ĕçлĕ çынсемпе килĕшÿ туса кăмăллăн вăй хураççĕ. Шкулсене, ача сачĕсене, больницăсене, çăкăр пĕçерекен предприятисене, унсăр пуçне кашни ялах хăйсен продукцине çитерме тăрăшаççĕ. Паллашăр, вĕсен хакĕсем те ытлашши хаклах мар.

Кунта палăртнă продуктсем пурте Раççей Патшалăх стандартне тивĕçтереççĕ. Вĕсен хакĕсем рынока тăратнă хаксемпе килĕшсе пыраççĕ.Туянас текенсен районти тырă йышăнакан пункта - Промышленнăй урамри 4 çурта пымалла, ыйтса пĕлмелли телефонсем: 2-18-42, 2-19-88, 8-906-380-57-45.

Районти тырă йышăнакан пункт халăх ыйтăвне тивĕçтерессишĕн ĕçлет терĕмĕр ĕнтĕ, çапла вара вĕсем харпăр хăй тыррине те авăртса параççĕ, пусупка та сутаççĕ. «Ĕçпе пиçĕхмесĕр çитĕнÿ пулмасть. Предприяти çитĕнĕвĕнче пирĕн районти тырă йышăнакан пункт тÿпи те пур тесе шутлатăп», - тет Владимир Васильевич Александров директор хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика