Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.23.«Симӗс ылтӑн» хуҫи ("Хресчен сасси")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/

Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче Чӑваш Республики хӑмла ҫит-ӗнтерессипе палӑратчӗ. «Чувашхмельпром» пӗрлешӳ ер-тӳҫи П.Ивантаевччӗ. Пуҫаруллӑ, хастар пулнӑран ӗҫчен-сем килӗштеретчӗҫ ӑна. Халӗ те час-часах ырӑпа аса илеҫҫӗ. Петр Васильевич мӗнле  пурӑнать-ши?

М.ИВАНОВ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Урхас Кушкӑ ялӗ. П.Ивантаев Хӗрлӗ Чутай     производство пӗрлешӗвӗн ер-

районӗнчи Сорӑм ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫакӑнтах пуҫ-ламӑш классенче, каярахпа Березовкӑри 7 ҫул вӗренмел-ли, Атнарти вӑтам шкулсен-че пӗлӳ пухнӑ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче агроном про-фессине алла илнӗ. Пӗр вӑхӑт тӑван районӗнче «Ок-тябрь» колхозра агрономра вӑй хунӑ. Ҫар хӗсметӗнчен таврӑнсан асӑннӑ хуҫалӑха ертсе пыма шаннӑ ӑна. «Ун чухне 24 ҫул та тултар-манччӗ, - аса илет иртнине Петр Васильевич. - Пуҫлӑх-сен шанӑҫне тӳрре кӑларма тӑрӑшрӑм. Ырӑ ҫынсем юна-шар пулни ӗҫре пулӑшу кӳчӗ».

Куславкка районӗнчи «Волга» совхоз директорӗпе С.Якимовпа туслашнӑ хыҫ-ҫӑн хӑмлапа интересленме пуҫланӑ П.Ивантаев. Асӑннӑ хуҫалӑх ун чухне 600 ытла гектар ҫинче «симӗс ылтӑн» ҫитӗнтернӗ. «Октябрь» кол-хоз та икӗ ҫул хушшинче культура лаптӑкне 20 гекта-ра ҫитернӗ.

Ҫак ӗҫпе кӑсӑкланни сая кайман: каярахпа Петр Васи-льевичӑн кун-ҫулӗ хӑмлапа тӳрремӗн ҫыхӑннӑ. Вӑл «Чу-вашхмельпром» ӑслӑлӑхпа

тӳҫинче чылай вӑхӑт тӑрӑшнӑ. «Пирӗн пӗрлешӳре 35 совхоз, 5 фабрика пулнӑ, - пӗлтерет П.Ивантаев. - Раҫҫейӗпе чи пысӑккиччӗ. Ҫулталӑка 3 пин тонна хӑмла ҫитӗнтереттӗмӗр. Комбайнсене, сушилкӑсене Чехословакирен             илсе

килнӗччӗ. Хамӑр та час-часах ют ҫӗршывсенче стажировкӑ-ра пулаттӑмӑр. Пирӗн пӗрлешӳ унсӑр пуҫне выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсем, больни-цӑсем, шкулсем ҫӗкленӗ. Сӑмахран, Сӗнтӗрвӑрри райо-нӗнчи Окгябрьски больницине, «Эльбарусово» совхозри сӗт-ҫу фермине эпир хута янӑ. Пӗрлешӳ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Чувашхмельстрой» трест ӑнӑҫлӑ ӗҫлетчӗ.

Ҫӗнӗ сортсем, технологи-сем шутласа кӑларас, вӗсене аталантарас тӗлӗшпе Ҫӗрпӳре ӑслӑлӑхпа тӗпчев станцийӗ йӗркелерӗмӗр. Хӑмла ҫитӗн-терекен хуҫалӑхсене яланах пулӑшаттӑмӑр. Ун чухне ҫак отрасль Чӑваш Енре ҫав тери вӑйлӑ аталаннӑччӗ. Раҫҫей хӑмлин 80 процентне эпир ҫит-ӗнтернӗ. Ахальтен мар ҫак кулыурӑна Чӑваш Республи-кин гербӗнче те сӑнланӑ. Шел те, пурнӑҫ улшӑннӑ май пӗрлешӳ саланчӗ, хӑмлана пӑрахӑҫа кӑларчӗҫ. Халӗ чы-

лай хуҫалӑхра ҫук вӑл. Етӗр-не районӗнчи «Ленинская ис-кра» ӑнӑҫлӑ ӗҫленине палӑр-тас килет. А.Айдак пуҫарӑвне малалла тӑсакансем пур-ришӗн те савӑнмалла. Вӗсем кӑҫалҫӗнӗ комплекстуянчӗҫ».

«Чувашхмельпром» хыҫ-ҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте ертӳҫӗре тӑрӑшнӑ Петр Васильевич. 2000 ҫулта вара ӑна Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх ми-нистрӗн ӗҫне шанса панӑ.

Халӗ тивӗҫлӗ канура пул-сан та пушӑ вӑхӑт ҫукпа пӗрех унӑн. П.Ивантаев общество ӗҫӗсене хастар хутшӑнать. Вӑл Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн членӗ. Ҫавӑн пе-кех Хӗрлӗ Чутай ентешлӗхӗн хастарӗ. Сӑмах май, пӗр вӑхӑт унӑн ертӳҫи те пулнӑ.

Мӑшӑрӗпе, Нина Павловн-ӑпа, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ. Паян виҫӗ мӑнукӗпе савӑнаҫҫӗ.

Ҫакна та асӑнмасӑр иртме ҫук: Ивантаевсем - лайӑх пах-чаҫӑсем. Ҫуллахи вӑхӑтра ялта пурӑнаҫҫӗ, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла ҫитӗнтереҫҫӗ. Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, виноград ҫеҫ вунӑ тӗп.

«Хӑмлана килӗштеретӗп. Ҫавна май унран уйрӑлай-мастӑп, - тет Петр Василье-вич. - Кашни ҫуркуннех хӑмла аврисем ҫакатӑп. Малтанах 4 сотӑй лаптӑк ҫинче ӳсте-реттӗм. Халӗ 8 тӗп ҫеҫ хӑвартӑм. Кил-йышран тепӗр чухне сӑмах илтме те тӳр ки-лет, ҫапах та ӗҫ-хӗле, кун-ҫула манаймастӑп».

В.ПЕТРОВА.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика