Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.19. Пуç çĕклемесĕр еçленипе кăна çырлахмалла мар ("Чăваш хĕрарăмĕ")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/

"Чӗре кӗввисем" ятпа иртнӗ саккӑрмӗш телетӗпел уй-хирпе ферма ӗҫченӗсене йыхравларӗ.

Ял ҫынни, уйрӑмах -хӗрарӑм, пуҫне ҫӗклемесӗр тӑрмашать. Малтан хуҫалӑх ӗҫӗнче вӑй хурать, вӑл вӗҫленсенех килне васкать: апат пӗҫермелле, ачасене пӑхмалла, выльӑха тӑрантармалла, пахчара, картишӗнче, кил-ҫуртра йӗрке тумалла, кӗпе-тумтир ҫумалла. "Ҫапах хӗрарӑмӑн пуҫ ҫӗклемесӗр ӗҫленипе кӑна ҫырлахмалла мар", - терӗ Тӑвай районӗнчи Хумушев фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан Ираида Егорова. Пуҫлӑхне Сергей Хумушева та мухтаса илме манмарӗ вӑл. Тепӗр тесен, арҫыннӑн камран ырӑ тӗслӗх илмелли те пур. Амӑшӗ Нина Петровна тивӗҫлӗ канӑва тухичченех ветеринарта ӗҫленӗ. Телетӗпелте Нина Петровна ячӗпе те ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем янӑрарӗҫ. Уяв йӗркелуҫисен ячӗпе те тав сӑмахӗ каламасӑр чӑтаймарӗ Ираида Леонидовна.

Тухса калаҫакансен сӑмахӗсенче пӑшӑрхану сисӗнчӗ. Ял хуҫалӑх ҫыннине тивӗҫлипе хаклама пӗлместпӗр. Ҫавӑнпа аталанса каяймасть вӑл. Ҫитменнине ял ватӑлса пырать. Ҫамрӑксем хулана туртӑнаҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ пирки Указа алӑ пуснӑ май Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ЧР Президенчӗ Н.Федоров: "Ҫӗр аннемӗре, пурне те тӑрантаракан ҫӗр ёҫченне хисеплеме, сӑвап вырӑнне хума яланах вӗрентмелле, ку енӗпе паян та, ыран та -яланах - ҫине тӑрса ӗҫлемелле", - тесе каларӗ. Пуҫлӑхсен ҫак сӑмахсене тӗпе хурса ӗҫлесчӗ.

Ёҫлекене хисеплеме пӗлекен  пуҫлӑхсем ҫук мар.  Акӑ

Куславкка районӗнчи Илепер тӑрӑхӗнче пурӑнакан Василий Семенов вун пӗр ҫул фермер хуҫалӑхне ертсе пырать. Тӑрӑшса ӗҫленӗ пӗр ҫынна та манмасть Василий Николаевич. Тивӗҫлӗ шалу тӳленисӗр пуҫне пур енлӗн хавхалантарма тӑрӑшать. Телетӗпелте те акӑ коллектив ҫинчен калаҫрӗ. Меллӗ самантпа усӑ курса хастар виҫӗ хӗрарӑма телетӗпел варрине кӑларса кашнине преми парса тухрӗ. "Ҫынна хавхалантарни, хастар ӗҫшӗн тав туни сиенлӗ мар", - тет Василий Николаевич.

Телетӗпелте Красноармейски районӗнчи "Красное Сормово" хуҫалӑхри ферма ертӳҫи Елена Алексеева, Йӗпреҫ районӗнчи "Путиловка" хуҫалӑхӑн агрономӗ Фаина Захарова тата ыттисем пирки те чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем тупӑнчӗҫ. Ял хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен ячӗпе савӑк юрӑсем янӑрарӗҫ.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика