Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.19 «Ял таткăчи - хĕрарăм» (Чăваш хĕрарăмĕ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/

"Манӑн ирӗк пулас тӑк эпӗ яла юлакан, унта пурӑнакан кашни ҫыннах "ӗҫ паттӑрӗ" ят парӑттӑм, - терӗ черетлӗ телетӗпелте ҫӗршывӑн вун-вун наградине, хисеплӗ ятне тивӗҫнӗ Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Никандрович Волков академик. - Хӗрарӑмсене уйрӑмах тав тӑвасшӑн. Ял тыткӑчи - хӗрарӑм. Тата ытларах калатӑп. Чӑваш пурнӑҫӗнче матриархат пулнӑ та, пур та, пулать те. Хӗрарӑм пулмасан чӑваш ялӗ тахҫанах пӗтмелле. Пӗтӗм йывӑр лав -хӗрарӑм ҫинче. Ёҫре те, килӗнче те. Тен, аннесене хаклама та пӗлместпӗр..." Анчах та ҫакӑншӑн хӗрарӑмсем хӑйсем пӑшӑрханни пӗрре те палӑрмарӗ. "Ял ӗҫӗ йывӑр тетӗр. Ҫапла йывӑр. Анчах та юратнӑ ӗҫ чуна савӑнӑҫ кӳрет", - терӗ Патӑрьел районӗнчи "Исток" агрофирма доярки Вера Михеева. Ҫакнах Комсомольски районӗнчи Атласкин фермер хуҫалӑхӗнчи Альбина Семенова доярка та ҫирӗплетрӗ: "Мӗн пӗчӗкренех выльӑх-чӗрлӗхпе ӗҫлеме юрататӑп эпӗ. Вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма ҫӑмӑлрах. Йӑлтах ӑнланаҫҫӗ", - терӗ вӑл. Тӗлӗнтермелли Комсомольски райповӗн тӗп бухгалтерӗн Светлана Кокоревӑн та пулчӗ. Райпо районти пӗтме пуҫланӑ "Слава" хуҫалӑха алӑ тӑсса панӑ. Шефа илнӗ хуҫалӑх "чӗрӗлнӗ", ҫулелле хӑпарать халӗ.

Телетӗпеле хутшӑнакансем республикӑри ача-пӑча   клиника  больницин   врачӗпе   Неля

Никитинӑпа та савӑнӑҫне пайларӗҫ. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи пурте пӗлекен педиатр хӗрӗ вӑл. Амӑшӗн, ЧР тава тивӗҫлӗ врачӗн Анна Семеновнӑн, пултарулӑхӗ хӗрне куҫнӑ. "Ачасен асамҫи", - теҫҫӗ Н.Никитина патӗнче сипленекенсем. Неля Васильевнӑн хӑйӗн те савӑнма сӑлтав пур - унӑн хӗрӗ те кукамӑшӗпе амӑшӗн ҫулне суйласа илнӗ, вӑл та педиатр.

Телетӗпелте савӑнӑҫлӑ, хумхануллӑ самант та пулчӗ. Муркаш районӗнчи "Ударник" хуҫалӑх ӗҫченӗ, "Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав" орден кавалерӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ Изосим Васильев Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ вӗҫленнине палӑртса, ҫитес ҫул Вӗрентекенсен ҫулталӑкӗ пулассине пӗлтерсе тепӗр чаплӑ ӗҫчене, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи вӑтам шкул учительницине, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченне, Раҫҫей Президенчӗн грантне ҫӗнсе илнӗ Татьяна Петровӑна "Чӗре кӗввисем" телетӗпел эмблемине алран тыттарчӗ.

- Ҫӗр ӗҫченӗсене, ял ҫыннисене чаплӑн чысласа вӗсен ырӑ ятне ҫӳлӗрен те ҫӳле ҫӗклерӗ "Чӗре кӗввисем" телетӗпел. Кун пек чухне хӑвӑншӑн та, республикӑшӑн та, ҫӗршывшӑн та тата лайӑхрах ӗҫлес килет. Чун савӑнать, хӗпӗртет, чӑннипех те кӗвӗ кӗвӗлет, - терӗ Т.Петрова. - Вӗрентекен ҫулталӑкӗнче те юрлатӑр чӗре.

П.Костин.



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика