Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.03.30 Умра яваплă та хĕрÿ ĕç («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Çулсерен çурхи ака ĕçĕсем пуçланиччен райадминистрацин ял хуçалăх пайĕ йĕркеленĕ комисси районти ял хуçалăх предприятийĕсене çитсе çур акине мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслет. Ĕçлĕ ушкăн “Комбайн”, “Победа”, “Марс”, “Кушкă”, “Арланово” хуçалăхсенче пулса кунти лару-тăрупа паллашрĕ.

“Комбайн” ял хуçалăх производство кооперативĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе яваплăха туйса хатĕрленнĕ. Акана хутшăнакан тракторсемпе ытти техникăна тахçанах юсаса лартнă. Ку хуçалăхра сеялкăсемпе культиваторсене кĕркуннеренех хатĕрлесе хăварассине йăлана кĕртнĕ. Кăçалхи çур акине хуçалăхра тепĕр икĕ çĕнĕ “ДТ-75” трактор хутшăнать. Вĕсене иртнĕ кунсенче хуçалăх хăй укçи-тенкипе заводранах кÿрсе килнĕ. Çĕнĕ тракторсене хуçалăхри чи тăрăшуллă та опытлă механизаторсене шанса панă: Питтĕпел бригадинчен Владимир Абрамов, Кивĕ Эйпеçрен Леонид Сусметов çÿретĕç “хурçă утсене”. Ра-йонти хăш-пĕр хуçалăхсенче механизаторсем çитменнипе тарăхаççĕ пулсан, “Комбайнра” вĕсем çителĕклех. Ялтах шанчăклă ĕç пулнăран çамрăксем те кунта механизатор ĕçĕнчен ютшăнмаççĕ. Акă, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн тракторист тата водитель прависене алла илнĕ Сергей Андреев ашшĕ çулĕпех утма шутланă, тăван хуçалăхра тракторпа ĕçлеме пуçланă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене “Комбайнра” ака ирттермелĕх çеç мар, выльăх апачĕ хатĕрлемелĕх те кÿрсе килнĕ. Çур аки валли пысăк репродукциллĕ вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. 1 гектар акăнакан çĕр пуçне кунта кăçал 70 кг ытла минераллă удобрени хывма палăртнă, хальлĕхе районта ку чи лайăх кăтарту. Çак тĕллевпе 147 тонна кÿрсе килнĕ (пĕлтĕр 120 тонна усă курнă пулнă).

“Победа” хуçалăхра та акана яваплăхпа хатĕрленни куç кĕрет. Тракторсен пĕр пайне юсанă, ыттисене юсассине вĕçлесе пыраççĕ. “Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртмелли техосмотра ĕлкĕртесчĕ”, – теççĕ механизаторсем. Ытти техникăна та ертÿçĕсем ака уйăхĕ пуçланиччен хатĕррисен ретне лартма шантарчĕç.

Ака тĕлне хуçалăха БДМ дискаторпа МТЗ-10.25 трактор та килсе çитмелле – вĕсене хуçалăх патшалăх уйăракан çăмăллăхлă кредитпа туянать.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсем тĕлĕшĕпе кăçал чăрмав пулас çук – вĕсене çурхи ĕçсем валли çеç мар, ытлашшипех кÿрсе килнĕ. “Победăсем” кăçал 60 тонна минераллă удобрени хатĕрленĕ, вăрлăхсене планпа палăртнă чухлех кондицие лартнă. Иртнĕ çулсемпе танлаштарсан, хуçалăх çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе малалла сулмаклă утăм тунă темелле.

“Марс” хуçалăхра та ертÿçĕ улшăннă хыççăн ĕç малалла кайни сисĕнет. Акана хутшăнакан техникăна юсаса хатĕррисен ретне лартаççĕ. Ĕçсене пурнăçлама 16 тонна солярка кÿрсе килнĕ, механизаторсем çителĕклĕ. Планпа пăхнă пекех 1600 центнер вăрлăх хатĕрленĕ. Тыр-пул тухăçĕ çинчен шутласа кăçал Çĕрпÿри наукăпа тĕпчев институтĕнчен 5 тонна супер-элита репродукциллĕ “Ирень” çурхи тулă вăрлăхĕ кÿрсе килнĕ. Унсăр пуçне юлашки 3 çулта пачах та удобренипе апатлантарман çĕре хывма 20 тонна минераллă удобрени туяннă.

Кушкăсемшĕн кăçал ака ĕçĕсем каярах пуçланаççĕ курăнать. Районти кашни хуçалăхра механизаторсемпе пухусем ирттерсе техника çумне çи-рĕплетнĕ пулсан, кунта пуçтарăнса канашламан-ха. Акана хутшăнакан машинăсен ытларах пайне юсаса çитермен. Апла пулин те тĕрĕслев вăхăтĕнче механизаторсем ĕç вырăнĕнче курăнмарĕç. Тен, лару-тăру хуçалăхра инженер çуккипе те çыхăннă; Çурхи ĕçсене ирттерме 14 тонна солярка кÿрсе килнĕ. Вăрлăхсене палăртнă чухлĕ хатĕрленĕ. Паянхи куна минераллă удобренисем туянман-ха, çапах та ертÿçĕ ăна пĕлтĕрхинчен кая мар илме шантарчĕ. “Арланово” ОООра механизаторсемпе специалистсем пурте ĕç вырăнĕнчеччĕ. Ака агрегачĕсене те кунта нормăпа килĕшÿллĕн вырнаçтарса лартнă: сеялкăсемпе сÿресене тракторсемпе çаклатнă. Кĕркунне сухаланмасăр юлнă çĕрсем пулнăран ĕç калăпăшĕ пĕчĕкех пулас çук.

1800 центнер ытла кондициллĕ вăрлăх хатĕрленĕ. Минераллă удобренисене паянхи куна кÿрсе килмен-ха, анчах та вĕсене пĕлтĕрхинчен кая мар туянма палăртнă (пĕлтĕр 21 тонна удобрени хывнă). Вăрлăхсене çĕнетес тĕллевпе кăçал çĕр улмин çĕнĕ вăрлăхне туяннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Ленин ячĕллĕ хуçалăхран илсе килнĕ хура тул вăрлăхĕпе нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхне ылмаштаратчĕç. Эппин, хуçалăхра кăçал хура тул та çитĕнтерĕç.

Н.ИЛЬИНА, В.САЙКИН, О.КАРСАКОВ, Е.ИГНАТЬЕВА



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика