Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.03.30 Вăрлăха кондицие çитересшĕн («Наша жизнь (Пирĕн пурнăç)», Красные Четаи)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче хĕрсе вăрлăхсене кондицие çитерессипе, çĕнĕ йышши паха сортсем туянассипе ĕçлеççĕ.

Эпир пынă чухне те кунти ĕçченсем тырă алатчĕç. Тырă кĕлечĕсен заведующийĕ Н.Д.Паденов кунти лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ.

Вăрлăх аласа тасатассипе пĕр бригада ĕçлет. Кăçалхи çур аки валли 90 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем хатĕрлемелле пулсан, 37-шне аласа кондицие çитернĕ. Ун хыççăн урпа вăрлăхĕпе ĕçлеме пуçлаççĕ. В.М.Сандомиров машинист СМ-4 тырă аламалли агрегата тухăçлă ĕçлеттерет.

Хуçалăх ертÿçипе те тĕл пулса çур аки темипе калаçрăмăр.

– Кăçалхи ака-суха тапхăрĕнче кирлĕ материалсене кÿрессипе ĕçлетпĕр, техникăсене те тĕрĕслеве хатĕрлеме пуçларăмăр. Çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессишĕн пĕтĕм вăя хурса ĕçлĕпĕр, – терĕ В.Никитин.

Л. ШИВИРКИНА



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика