Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.03.31 Пуш уйăхĕн вĕçĕнче («Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
УЙ–ХИРТЕ юр нумай-ха, тĕл-тĕл çеç хура вырăнсем курăнкалаççĕ. Акă, нумай та вăхăт иртмĕ, хĕвел ăшшипе ирĕлнĕ юр шыв пулса тăпрана сăрхăнĕ е шăнкăр-шăнкăр саспа çырманалла çул тытĕ. Ăçта çĕре кĕркунне сухаласа хăварнă, унта тăпра та лайăх исленĕ, калчасене шăтса тухма нÿрĕк çителĕклĕ пулĕ.

Çĕр тĕрлĕ ĕç хресченĕн, анчах та чи кирли, васкатаканни – çур акине тивĕçлипе кĕтсе илесси.

– Тыр-пул шăпи пирки иртнĕ кĕркуннех шутлама тытăннă ĕнтĕ, - тет «Карлинская» Агрофирма» ЗАО директорĕ И.М. Абсалямов. – 50 гектар ыраш, 75 гектар кĕрхи тулă, 25 гектар третикали акса хăвартăмăр. Калчасем лайăх хĕл каçрĕç пулĕ. Çуркунне минерал удобренийĕпе апатлантарсан, вăй илсе çĕкленеççех.

Илья Михайлович çур аки планне те пуçĕнчех тытать: 120 гектар тулă, 30 гектар сĕлĕ, 150 гектар урпа, 30 гектар хура тул, 100 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акмалла. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ 40, выльăх чĕкĕнтĕрĕ – 10, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр 5 гектар йышăнĕç.

– Çунтармалли-сĕрмелли материалсем пур-ха, - савăнăçне пытараймасть И.М.Абсалямов. – 23 тонна хатĕрлерĕмĕр, çакă пире утă çулма та çитмелле.

Илья Михайлович каланă тăрăх, минерал удобренийĕсем çукпа пĕрех. 30 тоннăран кая мар кирлĕ «çĕр çăкăрĕ». Чăнах та, шанăç пур-ха: «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» хысна унитарлă предприятипе килĕшÿ тунă. 50 проценчĕшĕн выльăхпа, тепĕр çурришĕн кăçалхи тухăçпа тÿлесе татасшăн.

– Удобрени çав тери хаклă, - ассăн сывларĕ ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче ĕçлекен ертÿçĕ. – Шутласа пăхăр-ха: нитроаммофоскăн пĕр килограмĕ 7 тенкĕ те 60 пус, диаммофоскăн килограмĕ 8 тенкĕ те 52 пус тăрать. Тыррăн пĕр килограмне вара виçĕ тенкĕпе те йышăнасшăн мар. Хресчене яланах çил хирĕç.

Илья Михайлович çур акине икĕ Т-150 тата икĕ МТЗ-82 трактор хутшăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсем пурте юсавран тухнă. Виçĕ сеялкăллă тата икĕ сеялкăллă пĕрер агрегат йĕркелеççĕ.

«Карлинская» Агрофирма» ЗАОра, ытти çĕрти пек, механизаторсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Хĕллехи вăхăтра хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен арçынсем çур акинче тата вырмара техника çине лараççĕ. Мускава е ытти хуласене ĕçлеме каякансене шанмаççĕ: вăхăтлăха килнĕ çын уй-хир ĕçĕсен пахалăхĕшĕн тăрăшĕ-и; Техникăна çĕмĕрсе хăвараççĕ те, яла юлнисен кайран нушаланмалла...

Кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисем те юсавран тухса пыраççĕ. В.Мульдияров сварщик, А.Муллинпа В.Ястребов слесарьсем сÿресемпе культиваторсене юсаса пĕтернĕ ĕнтĕ, сеялкăсене тепĕр хут пăхса тухаççĕ.

– Çурхи ака-суха ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттересси пирки пĕрре те иккĕленмелле мар, - терĕ И.М.Абсалямов. – Виçпÿртсемпе асьялсем ĕçлеме юратаççĕ, уй-хиртен пысăк тухăç илсен кĕркунне тÿлевĕ те нумай пулĕ. Халăха улталамастпăр, çавăнпа çынсем хавхаланса ĕçлеççĕ.

Çак кун эпир «Нива» ЗАОра та пулса куртăмăр, хуçалăх ертÿ-çипе Г.А.Исаевпа çур аки пирки калаçрăмăр. 105 гектар тулă, 90 гектар урпа, 70 гектар сĕлĕ, 20 гектар хура тул, 45 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акасшăн асанкассисем. Хальлĕхе топливо та, минерал удобренийĕсем те çук-ха. «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» хысна унитарлă предприяти урлă туянасшăн «çĕр çăкăрне». Соляркăпа бензин пирки те килĕшÿ пур. Çапах та кивçене кĕркунне парса татмалли халех шухăшлаттарать. Çанталăк лайăх тăрсан, тырă тухăçĕ пысăк пулсан, фермăра выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетсен парăмсене парса татма та пулĕ.

Ĕмĕтленме никам та чармасть, мĕн шухăшлани пурнăçа кĕтĕрех.

И. САЛАНДАЕВ



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика