Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.03.31 ХИРЕ ТУХАС УМĔН («Канашский край (Канаш ен)», Канаш)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
ХĔРŸ ĕç тапхăрĕ умĕн республикăри ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсене çĕнĕ техникăпа паллаштарасси йăлана çирĕп кĕчĕ. Хальхинче вĕсем Муркаш районĕнчи Ильич ячĕллĕ хуçалăха пухăнчĕç.

Кунта уй-хир ĕçĕнче мĕн кирли пурте пур: тĕрлĕ маркăллă тракторсем, тăпра кăпкалатмалли, удобрени хывмалли, тырă акмалли, выльăх апачĕ хатĕрлемелли агрегатсен комплексĕ, тыр-пул пухса кĕртмелли комбайнсем т.ыт.те. Нумайăшне "Чăвашагролизинг" сĕнет. Унсăр пуçне техника туса кăларакан заводсен представителĕсем те килнĕ. Вĕсем хăйсен машинисене кăтартаççĕ, хуçалăхсемпе çирĕп çыхăну тытса ĕçлеме шантараççĕ.

– Чăваш Республикин уй-хирĕнче юлашки вăхăтра çĕнĕ техника хисепĕ ÿссех пырать, – терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев. – Çакăнта эсир хăвăра кăмăла каякан машинăсене суйласа илме, уй-хир ĕçĕсенче усă курма пултаратăр. Пахалăхĕ пирки иккĕленмелли çук, заводсем шăпах хресчене кирлĕ ял хуçалăх техники туса кăлараççĕ. Ял хуçалăхĕ малашне аталанасси паян эпир энерги перекетлеме, тăкаксене чакарма, тухăçлăха ÿстерме май паракан техникăпа мĕнлерех усă курнинчен питĕ нумай килет. Кăçал, министр пĕлтернĕ тăрăх, республика бюджетĕнчен çĕнĕ техника валли 201, 3 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

"Промтрактор" çитес вăхăтра гусеницăллă тракторсем кăларма тытăнать. Вĕсене Чăваш Ен уй-хирĕнче сăнаса пăхаççĕ.

Семинар-канашлăвăн пĕрлехи ларăвĕнче министр çумĕ А.И.Семенов кăçалхи çурхи уй-хир ĕçĕсен уйрăмлăхĕ тата ял çыннисем хĕрÿ тапхăра мĕнлерех хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Паянхи кун, палăртрĕ вăл, çĕр ĕçченĕн уй-хир ĕçĕсене вăхăтра хатĕрленсе, лайăх пахалăхпа ирттерессинчен пысăкрах тĕллев çук. Çакна валли финанс, техника ресурсĕсем, ĕç вăйĕ çителĕклĕ пулмалла. Кăçалхи çанталăк условийĕсем ял çынни сисĕмлĕхĕпе пуçарулăхне тата çаврăнăçулăхне витĕмлĕ тĕрĕслеме пултараççĕ. Вĕсем – уй-хирте юр сахал ÿкни, тăпра шăнманни, çур аки яланхинчен 7-10 кун маларах пуçăнма пултарасси т .ыт.те.

Республикипе кăçал тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен, çĕр улми лаптăкĕ пĕлтĕрхи шайран чылай ÿсмелле. 2007 çулхи çур акине ирттерме ял хуçалăх организацийĕсем вăрлăх çителĕклĕ хатĕрленĕ. Уйрăм районсенче унăн пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра мар-ха.

Малтанлăха тĕрĕслесе пăхнă тăрăх, кĕрхи культурăсем (70 пин гектар ытла) начар мар хĕл каçаççĕ. Анчах вĕсене вăй пама çуркунне пуçламăшĕнче уй-хире минерал удобренийĕ хывма тăрăшмалла. Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç районĕсенче минерал удобренийĕ сахал хатĕрленĕ. Кÿршĕсен опычĕпе усă курса, специалистсем Чăваш Ен тăрăхĕнче куккурус, рапс, белокпа пуян культурăсем нумайрах акса тума сĕнеççĕ. Сăмахран, Мари Эл Республикинче рапс 8, 5 пин гектар, Чулхула облаçĕнче 35 пин гектар йышăнаççĕ. Çак культурăсен хакĕ те пысăкрах.

Çур аки ирттерме республикăна сакăр пин тоннăна яхăн дизель топливи кирлĕ пулать. Хатĕрлесе хуни – утмăл процента яхăн. Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Тăвай районĕсенче топливо саппасĕ сахал.

Ял хуçалăх техники 70-80 процента яхăн юсавлă. Кăтарту Елчĕк, Патăрьел, Çĕрпÿ, Шăмăршă районĕсенче япăх мар. Çав хушăрах Хĕрлĕ Чутай, Канаш районĕсенче ял хуçалăх техникине вăрах юсаççĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче механизатор кадрĕсемпе лару-тăру йывăр. Юлашки çулсенче вĕсен йышĕ утмăл процент таран чакнă. Çур аки ирттерме 4, 3 пин ытла механизатор кирлĕ, 3, 5 пин ытларах кăна. Шăмăршă, Шупашкар, Куславкка, Йĕпреç районĕсенчи ял хуçалăх организацийĕсенче вĕсен йышĕ питĕ сахал тăрса юлнă. Хире тухиччен юлнă вăхăтра механизатор кадрĕсене хуçалăхсенчи резерв шутĕнчен, техника профессийĕ паракан училищĕсенчен, промышленность, пулăшакан предприятисенчен тупса çитерме тăрăшмалла, палăртрĕç семинар-канашлура.

Семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май М.В.Игнатьев агропромышленность комплексĕн чылай çивĕч ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Л. АЛЕКСЕЕВ



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика