Çанталăк кунран-кун ăшăтса пырать, çур аки çывхарса килет. Çурхи кун çулталăк тăрантарать, теççĕ. Мĕнле пахалăхпа ирттеретпĕр-ши çур аки тапхăрне; Паллă ĕнтĕ, çанталăк тăрăх илсен, кăçалхи çур аки иртерех те пуçланĕ. Хальлĕхе вăрлăх хатĕрлесси мĕнле пырать, техника юсавлă-и?
Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусем çине районти тĕп агроном Н.Ф.КОРОБКОВ çапларах хуравларĕ.
– Иртнĕ çул кĕрхи культурăсене районĕпе 2785 гектар акса хăварнă. Палăртмалла, 2006 çулта пурĕ 7300 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илнĕ, кăçал та çак хисепрен кая мар ĕç пурнăçлама тĕллев лартрăмăр. Ку, паллах, нумай çул ÿсекен курăксене шутламасăр.
Кăçал акса хăвармалли вăрлăх енчен илсен савăнмаллиех çук. Кондицие ларакан культурăсем 88 процент шутланаççĕ, пысăк репродукциллĕ сортсем 68 процента яхăн. “Асамат” хуçалăх çĕнĕ йышши сортсем туянма пуçланине палăртса хăвармалла, ыттисем те шутлаççĕ-ха. Кунта каллех укçа-тенкĕ ыйтăвĕ ура хурать.
Çур акине мĕнле хатĕрленнипе интересленнĕ май, районти вăрлăх инспекцийĕн начальникĕпе А.А.Барышниковапа çыхăнса калаçрăмăр. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, вăрлăхсене чылай хуçалăхсенче ака стандартне çитернĕ. Çав хушăрах “Авангард” хуçалăхра акма юрăхлă тырăсем 23 процент кăна шутланаççĕ. Кунта ака туса ирттерме вăрлăхĕ те сахал. Çавăн пекех “Сура”, “Искра-Хмель” хуçалăхсенче, “Мочковашский” фермер хуçалăхĕнче вăрлăх пачах çук. Вăхăт кĕтмест, асăннă хуçалăхсен ертÿçисен татăклă улшăнусем тумалла пек, анчах хальлĕхе ĕçĕ курăнмасть-ха.
Кивĕ вăрлăх тухăç параймастех. Çавăнпа пысăк репродукциллине туянма тăрăшмалла е районтах ял хуçалăхĕсенче пысăк тухăç паракан сортсем пуррипе интересленмелле. Акă, “Коминтерн” ЯХПК-ра урпа пысăк репродукциллĕ, ытти тыр-пул сорчĕсем те вĕсен кондициллĕ. Хуçалăхсен йывăр лару-тăрура пулсан та, вăрлăх хатĕрлемеллех, ака тумаллах. Сăмах май, хăш-пĕр хуçалăхсенче тĕш тырăсене аласа тасатакан звеносем ĕçлеççĕ, кăна ырламалла. Татах хушса сĕнес килет, çанталăк янкăр тăрать, специалистсен тырă кĕлечĕсен алăкĕсене кашни кунах уçса уçăлтармалла, çакă вăрлăхсемшĕн питĕ усăллă.
Хальхи вăхăтра минераллă удобрени янтлассипе тимлеççĕ. Кăçалхи акара вăл 700 тонна яхăн кирлĕ.
Ял хуçалăхĕнче тĕп вăй – техника. Анчах вĕсен хисепĕ те çулран-çул чакса пырать. Райадминистрацин хăрушсăрлăх техникин специалисчĕ А.Н.Куропаткин пĕлтернĕ тăрăх, 2005 çулта тракторсен хисепĕ районĕпе 182 единица пулнă, 2006 – 176, кăçал вара 149 единица чухлĕ юлнă. Хальлĕхе тракторсен юсавлăхĕ 77 процентпа танлашать. Йывăр груз турттаракан автомашинăсем 2006 çулта çеç 141 единица шутланнă пулсан, 2007 çулта вĕсен хисепĕ 110 çеç юлнă, ытти ял хуçалăх техникипе агрегачĕсене илсен те вĕсен шучĕ палăрмаллах чакнă. Мĕншĕн тетĕр-и, техникăн усă курмалли вăхăчĕ тухать, çĕннине туянма хуçалăхсен “вăй çитмест”. Сăмахран, тракторсен вăтам ĕç вăхăчĕ 8-10 çул. Çĕннине туянма укçа-тенкĕ çитменренех вĕсем 20 çул таранах ĕçре, анчах кивелнĕ техникăн тухăçлăхĕ çуках ĕнтĕ, тăкакĕ те пысăк. Акă, иртнĕ çул çирĕпрех хуçалăхсем МТЗ трактор 3 единица илнĕ, выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайн – 1, тырă вырмалли комбайн – 2, тырă акмалли агрегат – 3, дискатор – 1, культиватор – 2. Асăннă ял хуçалăх техникисене çăмăллăхлă кредитпа (14 миллион та 274 пин тенкĕ) тата лизинг мелĕпе (4 миллион та 258 пин тенкĕ), хăйсен укçисемпе (10 миллион та 7 пин тенкĕ) туяннă. Техника туянассипе уйрăмах “Коминтерн” ЯХПК (ертÿçи А.Б.Новикова) ырă тĕслĕх кăтартать, “Путь Ильича”, “Свобода”, “Асамат” хуçалăхĕсенче, Никитин фермер хуçалăхĕнче те ку енĕпе япăх мар ĕçлесе пыраççĕ.
Тепĕр пысăк йывăрлăх – механизаторсем çитменни. Паянхи куна “Сура”, “Нива”, “Путь Ильича”, “Штанашский” хуçалăхсенче техника рулĕ умне ларакансем çукрах.
Ака-суха ĕçĕсене пахалăхлă тата вăхăтра ирттересси çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ янтланинчен те нумай килет. Кăçал вăл 200 тонна яхăн кирлĕ. Паянхи куна çак материал хуçалăхсенче 60 тонна яхăн пур-ха. Ку енĕпе “Свобода”, “Коминтерн”, “Нива”, “Асамат” хуçалăхсене, В.Никитин фермер хуçалăхне лайăх енчен асăнмалла. Шел те, “Сура”, “Путь Ильича” хуçалăхсенче, “Мочковашский” фермер хуçалăхĕнче лару-тăру йывăртарах. Мĕнпе техникăна чуптарĕç;
Çур аки – яваплă тапхăр. Хуçалăхсенче татса парайман ыйтусем чылай, укçи-тенки сахал... Çапах та йывăрлăхсенчен тухмалли майсем шырамалла, ака-суха ирттермелле.
Палăртмалла, апрелĕн 12-мĕшĕнче районта çурхи ака-суха ĕçĕсене мĕнле хатĕрленсе ирттерессипе семинар-канашлу иртмелле. Унта ял хуçалăх ертÿçисем, специалистсем, механизаторсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем те хутшăнĕç, хуçалăхсене çитсе курĕç, çитĕнÿсемпе çитменлĕхсене, малашлăх çул-йĕрĕсене палăртĕç.
Йывăрлăхсенчен хăраманнисене, мал ĕмĕтлисене çурхи акара ăнăçу сунас, ыттисене вĕсен тĕслĕхне ăша хывса ĕçлесе пыма сĕнес килет.
Л. ШИВИРКИНА