Çур аки вăл – вырма мар, ăна ирттерме пулĕ-ха текенсем пулсан та, акса-лартса хăварасси те – яваплă тапхăр. Кирлĕ техникăна вăхăтра юсамасан, вăрлăх çителĕклĕ янтăламасан, им-çам туянмасан пахалăхлă ака ирттересси пирки калама пулать-ши; Кун çумне тата çунтармалли-сĕрмелли материал хатĕрлесе хурассине кĕртер...
– Иртнĕ эрнере çур аки ыйтăвĕпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен канашлăвĕ пулчĕ. Ăна район пуçлăхĕ А.П.Князев ертсе пычĕ, республикăран Гостехнадзор инспекцийĕн пуçлăхĕ В.П.Дмитриев хутшăнчĕ. Ыран та агрономсен конференцине пуçтарасшăн. Унта республикăран килнĕ тĕрлĕ специалист çĕр ĕçĕнчи технологисем пирки каласа парĕ. Çур аки ирттерессипе районтан кашни хуçалăхпа яваплă çынна палăртмалла.
Кăçалхи производствăпа финанс планĕ тăрăх, çуртрисене 12188 гектар акмалла, ку шутра 4630 гектар тулă, 6003 гектар урпа, 1033 гектар сĕлĕ, пăрçа йышшисем – 522 гектар. Кăçал пĕлтĕрхинчен 36 процент нумайтарах акма палăртнă. Кĕрхисене эпир пĕлтĕр 2379 гектар акнăччĕ. Унăн пысăк пайĕ, 1128 гектарĕ, тулă, тритикале – 215 гектар, ытти – ыраш.
Çĕр улмине 280 гектар лартма пăхнă, пĕлтĕр вăл 234 гектар йышăннă. Пахча-çимĕç 2006 çулхи шайра (173 гектар) пулмалла.
Ака лаптăкĕнче нумай çул ÿсекен курăксем 8898 гектар йышăнаççĕ, ку вăл – 27, 8 процент. Çакă пире çырлахтармасть, ăна 35 процента çитермелле. Апла, акмалли – икĕ пине яхăн гектар.
– Вăрлăх хатĕрлессипе çĕнетесси мĕнле шайра?
– Çур аки валли пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 2994 тонна кирлĕ, мартăн 28-мĕшĕ тĕлне тĕрĕсленĕ 3076 тоннăран кондицилли – 90, 2 процент. «Искра», «Туруновский», Кадыков ячĕллĕ, «Атăл», «Гвардеец», «Дружба» хуçалăхсенче, «Букет Чувашии» агрофирмăн Ишлейри филиалĕнче, «Чебоксарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче элитăллă тата пысăк репродукциллĕ вăрлăх çук. Çав вăхăтрах районтах «Приволжское», Ленин ячĕллĕ предприятисенчен туянма пулать. Вăрлăх çĕнетме республикăран кăçал 1060 пин тенкĕ уйăрнă, тивĕçлĕ ĕçлемесен лимита «касса» урăх района та яма пултараççĕ.
– Органикăлла удобрение хире кăларни тăкаклă тенине илтнĕ. Хуçалăхсем минераллă удобренипе, ахăртнех, çине тăраççĕ...
– Çурхи ĕçсем валли 790 тонна минераллă удобрени кирлĕ. Мартăн 28-мĕшĕ тĕлне кирлин 33 проценчĕ кăна-ха. Çапла, хуçалăхсем тислĕкпе сахал ĕçлеççĕ, пĕлтĕр обществăлла выльăх-чĕрлĕхрен çулталăкра тухнă тислĕкĕн чĕрĕк па-йĕпе çеç усă курнă.
Минераллă удобренипе тивĕçтерекен тĕп оператор кăçал – «Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕ» хысна предприятийĕ.
– Предприяти пуçлăхĕсемпе ирттернĕ канашлура Леонид Фадеев агроном акас умĕн вăрлăха уйăх маларах эмеллемелле терĕ. Тепĕр майлă каласан, вăхăт хĕссех пырать...
– Ку препаратсене туянассипе ĕçлеççĕ. Тăкака субсидилеме республика хыснинчен района 1070 пин тенкĕ уйăрнă. Операторсен шутĕнче – маларах асăннă республикăн апат-çимĕç фончĕ, «Позитив», «Сингента», «Альфа–агро», «Август», «Агрорус–Волга», «Восток», «Агроконсул».
В.ЭВЕРККИ