Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.04.06 Паян тесен паян («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Карл Маркс ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ кăçалхи çуракинче 296 гектар çине çурхи тулă, 281 гектар çине урпа акса хăварма палăртнă. 15 гектар çинчи кĕрхи тулăпа 108 гектар çинчи ыраш йĕркеллĕ хĕл каçнă.

– Ака-суха ĕçĕсене эпир паян тесен паян тытăнма хатĕр, – хыпарларĕ хуçалăх ертÿçи Валерий Филиппович Шумилов. – Вăрлăхсем çителĕклĕ, вĕсене 4255 центнер хатĕрлесе хутăмăр. Пур йышши вăрлăхсем те кондициллĕ.

– Техника çителĕклĕ-и?

– Çуракине гусеницăллисем 4, кустăрмаллисем 6 хутшăнмалла. Тĕпрен илсен, туртăм вăйĕ çителĕклĕ. Иртнĕ кунсенче ака-суха ĕçĕсене хутшăнакан механизаторсемпе канашлу ирттертĕмĕр. Вĕсем тырă акмалли сеялкăсене çĕнетме пулчĕç. Сăмах май çакна та палăртса хăварас килет: машинăпа трактор паркĕ çулсерен çĕнĕ техникăпа пуянланса пырать, кăçал урапаллă трактор тата КамАЗ автомашина туянтăмăр, – çураки умĕнхи лару-тăрупа паллаштарчĕ хуçалăх ертÿçи.

Çавалкассисем минераллă удобренисене туянассипе те кăçал ÿсĕмлĕ ĕçлеççĕ, вĕсене 200 тонна ытла хатĕрлесе хунă.

В. МОСКВИН



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика