Çур аки хăçан пуçланасси çут çанталăк условийĕнчен нумай килет. Кăçал уй-хирти ĕçсене пурнăçлама иртерех пуçăнасси малтанах паллă пулчĕ: иртнĕ çулхипе танлаштарсан, икĕ эрне маларах хире тухма май килчĕ. Хальхи вăхăтра “Комбайн” тата “Яманчурино” хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксен тата кĕрхи çĕртме сухи лаптăкĕсенче нÿрĕк тытса хăварассипе тимлеççĕ. Кĕрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ.
Канашлăва “Эмметево”ООО никĕсĕ çинче ирттерни ахальтен мар. Иртнĕ çулсенче производство кăтартăвĕсемпе тата ĕç тухăçĕпе палăрса тăман ял хуçалăх предприятийĕнче пикенсе ĕçлеме тĕллев илнĕ. Çакна вĕсем акана хутшăнакан техникăна епле тĕплĕн хатĕрленнине курса та çирĕплетме пулать. Гусеницăллă тата урапаллă 13 трактора тĕпрен юсанă, сăрланă, вĕсемпе ĕçлеме шанчăклă çынсене çи-рĕплетнĕ. Пытармалли çук, вырăнти механизаторсем хальлĕхе кунта сахалрах. Вĕсенчен чылайăшĕ юнашарти “Кушелга” ОООран килнĕ. “Эмметево” ООО ял хуçалăх машинисен çĕнĕ тĕсĕсене – энергие перекетлеме май паракан БДМК-3х4П, БДМК-4х4П дискаторсене туянма та укçа-тенкĕ çитернĕ. Кăçал тата 2 трактор, “Енисей-1200” комбайн туянма шутлаççĕ. Асăннă çĕнĕ йышши дискаторсем пирки сăмах хушнă май çакăн пирки палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче нумайăшĕнче усă куракан БДТпа (дисклă сÿре) танлаштарсан, вĕсемпе ĕçлени дизель топливине нумай перекетлеме май парать. Сăмахран, дискаторпа 1 гектар çĕре ĕçлесе хатĕрлеме 11 литр топливо кирлĕ пулсан, БДТпа ĕçленĕ чухне вăл 2, 5 хут ытларах тăкакланать.
Районти канашлура “Эмметево” ОООпа пĕрле “Аранчеево” ООО вырăнта ăсталанă пĕр çаврăмра темиçе операци тăвакан (комбинированный) агрегат кăтартрĕ. Ăна КПЭ-3, 8 культиватор çинче ăсталанă. Ленин ячĕллĕ хуçалăх вара сеялка çине вăрлăх тиекен агрегат ăсталанă. Курнавăшри “Цветковы” фермер (хресчен) хуçалăхĕ (ертÿçи Ю.Цветков) Австри çĕршывĕнче туса кăларнă 491 пин тенкĕ тăракан “Террафлекс” культиватор туянма вăй çитернĕ. Черетлĕ çур акире вĕсем çак техникăна пĕрремĕш хут тĕрĕслесе пăхаççĕ.
Кăçалхи акана районĕпе çĕнĕ 4 трактор хутшăнать: “Комбайн” хуçалăхра харăсах икĕ гусеницăллă трактор, “Сатурн” хуçалăхра – МТЗ-892, “Прогресс” хуçалăхра – МТЗ-82.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çак вăхăтчен хатĕрленĕ вăрлăхăн 97 проценчĕ акма юрăхлă кондицие ларнă. “Родник”, “Прогресс”, “Марс”, “Комбайн” хуçалăхсем çĕнĕ вăрлăх чылай туяннă. Анчах çакна ас тумалла, хĕлле ăшă тăнăран пур вăрлăха та им-çамламалла. Сивĕре вăл шанчăклă упраннă пулĕччĕ, анчах ку çанталăк условийĕнче вăрлăх тĕрлĕ чир-чĕрпе сиенленме пултарнă. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ хуçалăхсенче çĕре минераллă удобренисемпе апатлантарассипе мĕнле ĕçленине хак пачĕ. 1 гектар çĕр пуçне шутласан унпа ытларах усă куракансем “Яманчурино”, “Комбайн”, “Сатурн” хуçалăхсем шутланаççĕ. Çĕр улми туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрма кирли çинчен те канашлура çивĕч калаçу пычĕ. Мĕншĕн тесен кÿршĕллĕ Патăрьел, Комсомольски районĕсенче “иккĕмĕш çăкăра” кирлĕ таран туса илнинчен кашни çул пысăк услам илеççĕ. Пирĕн вара мĕншĕн вĕсенчен каярах пулмалла;
Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, “Эмметево”, “Комбайн”, “Сатурн”, “Прогресс”, “Свобода”, “Яманчурино”, “Рассвет” хуçалăхсенче акара чăрмавсăр ĕçлессе шанма пулать. Мĕншĕн тесен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ çумĕнче йĕркеленĕ комисси вĕсенчи ĕç-хĕле тивĕçлĕ вырăна хурса хакланă. Çав вăхăтрах хăш-пĕр хуçалăхсене хĕрÿ вăхăтра йывăр пулассине курса, пĕлсе тăратпăр. “Кушелга” ОООра лару-тăру уйрăмах йывăр. “Нива”, “Надежда”, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче те çур аки çăмăлпа иртмĕ. Мĕншĕн тесен вĕсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе çителĕклĕ таран саппасланман, ĕç алли çитменни те пысăк чăрмав кÿресси паллă.
Хĕрÿ ĕçре кĕтмен инкексем сиксе ан тухчăр. Пурин те хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнас, тимлĕ, асăрхануллă пулас тесе тăрăшмалла. Хăш-пĕр çĕрте ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕпе ĕçлекен ятарлă çынсене çирĕплетмен. Кайран, чавса çывăх та çыртма пулмĕ.
Канашлу хыççăнах “Эмметево” ОООра тракторсемпе прицепсене техника енчен тĕрĕслерĕç. Ыттисен те техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине кая хăварас марччĕ.