Уй-хир ĕçе чĕнет. Çур акине тухиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Çÿл тÿпери тăри те, ав, çавăн пиркиех систерет. Уй-хире тухса каяс умĕн Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх республикăри ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисене, ытти специалистсене çĕнĕ йышши технологипе паллаштарма йыхравларĕ.
Хуçалăхăн машинăпа -трактор паркĕ çĕр çинче ĕçлемелли агрегатпа, тĕрлĕ техникăпа тулнă. Тĕрлĕ маркăллă тракторсене, ака-суха тумалли, удобрени хывмалли, выльăх-чĕрлĕх апачĕ янтăламалли комплексĕсене тата ыттисене те район тулашĕнчи хуçалăхсенчен, суту-илÿ компанийĕсенчен кÿрсе килнĕ. Кашниех хăйсем илсе килнĕ техникăпа тĕплĕн паллаштарчĕ, вăл е ку ĕçе пурнăçланă çĕрте усăллине, вырăнлине палăртрĕ. Агрегатсене туса кăларакан пĕрлешÿсем вара хуçалăхсемпе тачă çыхăнура ĕçлеме хатĕррине пĕлтерчĕç.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев çакăн йышши çĕнĕ техникăпа пурин те ĕçлеме тăрăшмаллине палăртрĕ: “Çакăнта илсе килнĕ агрегатсем шăпах энерги перекетлеме, тăкаксене чакарма, тухăçлăха ÿстерме май паракансем шутне кĕреççĕ. Çавăнпа та паянхи кун ял хуçалăх уйĕсем çак çĕнĕлĕхе ыйтаççĕ. Тухăçа ÿстересси вара вĕсемпе усă курнинчен тÿрремĕнех килет. Патшалăх паянхи кун ял хуçалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕнĕ техника туянма кăçал республика бюджетĕнчен 201, 3 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Апла пулсан сирĕн çавăнпа усă курма пĕлмелле”, – терĕ вăл.
Пухăннисене Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов район аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Çур акине хатĕрленес ĕç епле пыни çинче чарăнчĕ, çĕнĕ технологисене алла илесси пирки палăртрĕ.
Семинар-канашлăвăн ĕçне ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ А.И. Семенов тăсрĕ. Вăл республикăра çурхи ĕçе мĕнле хатĕрленни пирки, районсенче ку енĕпе еплерех лару-тăру пулнине палăртрĕ. Чылай районта вара элитăллă, кондициллĕ вăрлăх, сĕрмелли-çунтармалли материалсем çителĕксĕрри çинчен каларĕ. Ял хуçалăх техникине 70-80 процент майлă юсанă. Ку енĕпе те тимлĕрех пулмаллине асăнчĕ.
Çур акинче туса ирттермелли ĕçсем çинчен ÿсен-тăрана хÿтĕлекен станци ертÿçин çумĕ Н.А. Абашин, ЧР апат-çимĕç фончĕн ертÿçи Ю.Е. Федоров, “Агро-Инноваци” ертÿçи Н.И. Васильев каларĕç. Çавăн пекех Пăрачкав районĕнчи “Простор” чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçин çумĕ Н.Н. Новиков, Етĕрне районĕнчи “Родина” хуçалăх ертÿçи В.И. Тимофеев, Патăрьел районĕнчи “Труд” хуçалăх ертÿçи Н.П. Михайлов хăйсен опычĕсемпе паллаштарчĕç. Энерги перекетлекен, тăкаксене чакарма, тухăçлăха ÿстерме май паракан техникăн ырă витĕмне палăртрĕç.
Семинар-канашлу Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăхра ирттерни ăнсăртран килнĕ пулăм мар. Ку хуçалăх ăнăçлă аталанаканнисен шутĕнче. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе хуçалăх ертÿçи И.В. Николаев паллаштарчĕ. Хуçалăх çуртрисене 600 гектара яхăн, 20 гектар выльăх кăшманĕ акма, 70 гектар çĕр улми лартма палăртать. Кĕрхи культурăсене 270 гектар çинче акса хăварнă. Пахалăхлă вăрлăха çителĕклĕ хатĕрленĕ. Çавăн пекех тулăн, урпан çĕнĕ сорчĕсене акма палăртаççĕ.
Хуçалăх машинăпа трактор паркне çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çулсеренех энерги перекетлеме, тăкаксене чакарма, тухăçлăха ÿстерме май паракан техника, агрегат туянать. Иртнĕ çул вара ХТЗ-17221-09, МТЗ-82 тракторсемпе ГАЗ-3307 автомашина, Э0-2621 экскаватор, СЗУ-5, 4 сеялка, акара усă курмалли АКП-4 комбинированнăй агрегатсем, “Енисей-1200” комбайнпа рулонлă пресс илсе техника базине пуянлатнă. Малтанхи çулсенче туяннă çĕнĕ техника тăкака чакарма, сĕрмелли-çунтармалли материала самай перекетлеме, тупăш туса илессине ÿстерме май панă. Çавăнпа та хуçалăх ертÿçи техника çине пысăк тимлĕх уйăрать.
Хуçалăх ура çинче çирĕп тăни, палăрмаллах аталанни чи малтанах ертÿçĕрен килет пулĕ. Ытти хуçалăхсенче кадрсем енĕпе йывăр лару-тăру пулсан, кунта вăл йывăрлăх сисĕнмест.
Кĕртекассинчи çĕнĕ технологиллĕ сысна фермине вара паян районти чылай хуçалăх ăмсанма пултарать. Мĕншĕн тесен ăна тупăшăн пысăк çăл куçĕ теме те пулать.
Малта пыракан хуçалăхсем çапла аталанса пыраççĕ. Хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисене малалла мар, каялла пăхаççĕ теме пулать. Çакăн пек шайри семинар-канашлăва та вĕсем хутшăнма вăхăт тупайман.
Семинар-канашлăвăн ĕçĕн иккĕмĕш пайĕ районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене, тĕп агрономсене, тĕп зоотехниксене пуçтарчĕ. Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Н. Иванов ертсе пычĕ.
Чи малтанах районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ А.И. Павлов тухса калаçрĕ. Çурхи пысăк ĕçе хуçалăхсем мĕнле хатĕрленни çинче тĕплĕ чарăнчĕ. Хăш-пĕр хуçалăх пÿлмисене элитăллă вăрлăх, минераллă удобрени, сĕрмелли-çунтармалли материалсем кирлĕ чухлĕ илсе çитереймен-ха. Районта пĕтĕмпе 30 процент кăна кĕрхи суха туса хăварни халĕ ытларах ĕçлеме, палăртса хунă ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама хистĕ. Акă, Ленин ячĕпе хисепленекен хуçалăх канашлу кунĕ тĕлне 17 процент кăна вăрлăх хатĕрленĕ. Çавăн пекех ытти хуçалăхсенче те йывăр лару-тăру. Пĕрисем анчах тапранаççĕ пулсан, теприсем çур акине хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех. Уй-хире тухма кăна кĕтеççĕ тейĕн. Кунта уйрăмах Ильич ячĕпе хисепленекен тата “Герой” хуçалăхсене ырă енчен асăнса хăвармалла. Ильич яч. хис. хуçалăх агрономĕ çур аки ирттерме кондициллĕ вăрлăха 100 процент, минераллă удобрение 96 тонна янтăланине палăртрĕ. Малта пыракан хуçалăхсем техникăна, агрегата юсаса, çĕнетсе çитернĕ пулсан, çур акие кĕтмен хуçалăхсенче вара тин çеç хулăн юртан тасалаççĕ-ха.
Канашлăвăн ĕçне малалла ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Т.А. Алексеева тăсрĕ.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ республикăра лайăххисен шутĕнче. Сĕт туса илесси уйрăмах Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра çÿллĕ шайра. Выльăх апатне кÿршĕ хуçалăхран илсе килеççĕ пулин те, продукци туса илесси пысăк. Кулленхи сăвăм пĕр ĕне пуçне 16 килогрампа танлашать. Çав хушăрах “Передовик”, “Лидер”, “Рассвет” хуçалăхсенчи сăвăм самай сахал. Выльăх-чĕрлĕхшĕн йывăр тапхăр пырать теме те пулать. Янтăланă апат чылай хуçалăхра пĕтнĕпе пĕрех. Çавăнпа та хăш хуçалăхпа килĕшÿ тунă, çавăнтан турттараççĕ. Çав хушăрах “Передовик” хуçалăхра уйрăмах пур енĕпе те йывăр лару-тăру пулнине палăртрĕ вăл.
Р. ИЛЛАРИОНОВА