— Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкне, пĕл-тĕрхипе танлаштарсан, 21, 7 процент ÿстерме палăртаççĕ. Тĕш тырă культурисен лаптăкĕсене тĕллевлĕ пысăклатасси районти ял хуçалăх предприятийĕсен унччен усă курман çĕр лаптăкĕсене арендăна илнипе çыхăннă. Тата пĕрлешÿре техника никĕсĕ те çĕнелсе, пуянланса пырать.
Кăçал уй-хир ĕçĕсенче çĕнĕрен туяннă “Беларусь — 892” тата Т-150 тракторсем, çĕре комбинацилесе хатĕрлекен икĕ КСУ-3, 8 агрегат хутшăнаççĕ.
— Ака уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне çур акине пур енчен те хатĕр. Сĕрмелли, çунтармалли материалсене кирлĕ чухлĕ турттарса килнĕ, — теççĕ агрофирмăри ертÿçĕсем. — Минераллă удобренисем те, вăрлăх та çитеççĕ.
Техникăна лайăх хатĕрленĕ. Тĕрлĕ йышши 7 трактор агрофирмăн. Дирекципе специалистсем, çур акиччен яваплăраххи çуккине чун-чĕрепе туйсах ĕнтĕ, мĕн пур техникăна кĕске вăхăтра, лайăх юсассине мала хучĕç. Механизаторсене ятарлă ĕç тумĕсемпе, ĕç хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр те тухнă вĕсем.
Çур аки умĕн агрофирмăра механизаторсен пухăвĕ пулчĕ. Унта пухăннисене патшалăх технадзорĕн районти инспекцийĕпе район администрацийĕн инженери служби, çур акине пысăк пахалăхпа хатĕрленсе кĕтсе илнĕшĕн, мĕн пур техникăна тĕрĕслев валли лайăх хатĕрленĕшĕн чун-чĕререн тав турĕç. Пуху хыççăн районти комисси аттестаци ирттерчĕ, вăл механизаторсем ĕçпе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене еплерех пĕлнине тĕрĕслерĕ.
“Таябинка” агрофирмăри пултаруллă та опытлă О. Васильев, О. Чернов тата С. Ярков механизаторсем, аллисене экзамен билечĕсене тытнă май, ыйтăвĕсем çине “питĕ аван” тата “лайăх” паллăсемпе хуравларĕç. Маттур!