Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.04.11 «Çĕр-анне умĕнче чыслă пуласчĕ…» («Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
ÇУР АКИНЕ кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерес ыйту паян ял хуçалăхĕнче ĕçлекен кашни ертÿçех хытă шухăшлаттарать. «Шанс» ООО директорĕ В.П.Еремеев та пирĕн корреспондентпа тĕл пулнă чух хăйне пăшăрхантараканни пирки сăмах пуçарчĕ.

– Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать, - терĕ Валерий Петрович. – Арçынсен пысăк пайĕ Мускавра ĕçлет, чи лайăх механизаторсем ватăлса çитрĕç. Кам улăштарĕ вĕсене, тракторист е комбайнер пулас текен çамрăксем ăçта-ши;

Шел те, çак ыйту шкулсенче учительсен коллективĕсене сахал хумхантарать пулмалла, вĕсем выпускниксен çавăн чухлĕ проценчĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнипе çеç мухтанаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те хăйсен ачисене çĕре юратма вĕрентесшĕн мар, пысăк укçа тÿлесех мĕнле те пулсан аслă шкула кĕртесчĕ, теççĕ. Каплах пулсан, малашне хирте ĕçлеме çын та тупаймăпăр.

– Валерий Петрович, çапах та чунтан хуçăлса ÿкер мар-ха, йывăр пулсан та эсир уй-хир ĕçĕсем валли кадрсем тупкалатăр. Кĕр тыррисем мĕнлерех хĕл каçрĕç, пысăк тухăç илме шанăç пур-и?

– Кĕр тыррисем пирĕн 200 гектар. Ыраш та, тулă та лайăх хĕл каçнă. Минерал удобренийĕпе туллин апатлантарсан, калчасем çĕкленеççех.

– «Çĕр çăкăрĕ» пур-и вара?

– «Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ» хысна унитарлă предприятипе 70 тонна удобрени туянасси пирки килĕшÿ турăмăр. Çывăх вăхăтрах турттарса килетпĕр. Çур акине удобренисĕр ирттерместпĕрех.

– Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитеççĕ-и?

– 15 тонна солярка хатĕрленĕ, çур аки валли çитмелле. Бензин та пур-ха.

– Техника юсавлă-и?

– Çур акине пĕр Т-150, икĕ ДТ-75, пилĕк МТЗ-82 тракторсем хутшăнĕç. Пурне те мастерскойра юсанă. кăкарса ĕçлемелли хуçалăх машинисем те хатĕр.

Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар: 300 гектара яхăн çурхи тулă, 160 гектара яхăн урпа, 60 гектар сĕлĕ, 15 гектар пăрçа, 10 гектар вика, 30 гектара яхăн хура тул, 50 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акатпăр. Вăрлăхсем çителĕклĕ, шăтаслăхĕ аван. Сахăр чĕкĕнтĕрне 70 гектар çинче çитĕнтересшĕн. Ун валли чи лайăх хире уйăратпăр.

Çĕр-анне умĕнче пите хĕретес марччĕ, чыслă пуласчĕ. Уй-хирте тÿрĕ кăмăлтан, дисциплинăна çирĕп пăхăнса ĕçлесен пысăк тухăç пирки те ĕмĕтленме пулать.

С. Иванов



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика