— Владилен Аркадьевич, эсир хуçалăхсене тăтăшах тухса çÿретĕр, вĕсенчи уйсене те пăхса çаврăнтăр пулас. Кĕрхи культурăсем юр айĕнчен еплерех тухрĕç, каласа парсамăр, тархасшăн?
— Пĕтĕмĕшле илсен кĕр калчисем лайăх тухрĕç. Хăш-пĕр уйсенче япăхрах лаптăксем пур, паллах. Ку юр хулăн пулнă вырăнсенче ĕнтĕ.Кун пеккине "Нива", "Красное Сормово", "Восток" хуçалăхсенче асăрхарăмăр. Вĕсен лаптăкĕ 20 — 30 гектарпа танлашать. Тен, çав лаптăксенчи калча юсанĕ, аммиак селитрипе чипер апатлантарсан вăй илсе те кайĕ, хальлĕхе калама йывăр.
— Çур акине хуçалăхсем еплерех хатĕрленсе çитрĕç-ха?
— Акмалли вăрлăхăн 98 проценчĕ кондицине ларнă. Производствăпа финанс планĕпе палăртнă лаптăка варăнтармалăх вăрлăх çитет. "Таябинка" пĕрлешÿ, "Красное Сормовопа" "Караево" хуçалăхсенче вăр-лăха имçамлаççĕ, ыттисенче пуçăнман-ха. Ку ĕçе хутшăнакансене медосмотр витĕр кăларманнисем те пур. Çак эрнере вĕсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларса пĕтермелле. Иртнĕ çул 1348 тонна вăрлăха имçамланă пулсан, кăçал 1, 5 пин ытла тонна имçамламалла. Тĕш тырă вăрлăхĕсене имçамласа çеç акма тăрăшмалла, мĕншĕн тесен вĕсен ытларах пайĕ чирлĕ.
Планпа çĕр улмине 540 ытла гектар çинче лартса çитĕнтермелле, вăрлăхĕ çитмелле. "Бахчапа" "Шатьма", "Волит" пĕрлешÿсемпе "Гигант" хуçалăх хăйсем палăртнă пĕтĕм лаптăка элита сортлă çĕр улми лартса хăварасшăн.
Тĕш тырă вăрлăхĕсене çĕнетсе пырас тесе кăçал "Таябинка" çурхи тулăн "эстер", "ирень" суперэлита сорчĕсене — 14, "эльф" урпа — 22, "дударь" пăрçа 3 тонна кÿрсе килнĕ. "Караево" ЯХПК вара çурхи тулăн "московская-35" сортне 5 тонна туяннă. Çавăн пекех "Шатьма" пĕрлешÿ "Таябинкăран" (вăл вăрлăх хатĕрлес енĕпе ĕçлет) урпапа тулă вăрлăхĕсене илет. Вăрлăх енĕпе "Геройра" лару-тăру йывăртарах. Кунта ăна тепĕр хут алласа кондицине лартмалла. Ку пĕрлешÿ Шупашкар районĕнчи "Приволжское" хуçалăхран та вăрлăх илесшĕн.
— Владилен Аркадьевич, юлашки кунсенче çумăрсем пулчĕç, ун хыççăн çанталăкĕ ăшăтса ячĕ. Радиопа, телевизорпа вăл тата ăшăтса пырать тесе пĕлтереççĕ. Çитменнине çу та шăрăх килет теççĕ. Çак условисенче вырăнсенче мĕнле ĕçлемелле-ха?
— Виçĕ кун умлăн-хыçлăн çумăр çуни çĕре уçса ячĕ. Вăл пĕр харăс пиçсе çитме пултарать, ĕçлесе ĕлкĕр çеç. Çавăнпа та халĕ техникăна васкасах юсаса хатĕрлени кирлĕ. Вăхăта перекетлеме ăна икĕ сменăпа ĕçлеттермелле. Тĕш тырăсене пирĕн 6 — 7 кунра акса хăварма ĕлкĕрмелле. Лайăх тухăç илес тесен вĕсене имçамласа, минераллă удобренисемпе пĕрле варăнтармалла. Унсăр акни вăрлăха уя усăсăр тухса сапнипе танах.
— Владилен Аркадьевич, калаçушăн тавтапуç, кăçалхи çур акине тивĕçлĕ шайра ирттермелле пултăр.