Куйбышев ячĕллĕ кооперативра юн кун пĕремĕш агрегат тухнă. Çав кун Иван Петров механизатор тытса пыракан ДТ-75 трактор нумай çул ÿсекен курăк çинче нÿрĕк тытма пуçланă. Пĕрремĕш кунах ăнăçлă ĕçленĕ: 35 гектар сÿрелеме ĕлкĕрнĕ. Хирти агрегатсен шучĕ кĕçнерни кун тата хушăннă: Николай Аливанцевпа Георгий Федоров Т-150 маркăллă тракторсемпе тухнă. Ивана вара кĕрхи çĕртме сухи тунă лаптăка сÿрелеме куçарнă.
Чăрăшкассисем çурхи ĕçсене вăхăтра та пахалăхлă ирттересси пирки иккĕленÿ çук, мĕншĕн тесен вĕсем урапана хĕлле, çунана çулла ха-тĕрлемеллине шута илеççĕ. Кооперативăн автомеханикĕ, вăлах мастерской заведующийĕ, А.А.Андреев каланă тăрăх, çунтармалли-сĕрмелли материала çителĕклĕ хатĕрленĕ. Вăрлăха эмеллеме им-çам туянмалла.
Кĕрхи культурăсен калчине тата çуртрисене апатлантарасси те хуçалăхшăн тĕп вырăнта. Çитменнине, кăçалхи аномалилле çанталăк çапла тума пушшех хистет. Ăшă тăнине пула ял хуçалăх культурисем хĕл ыйхинчен вăхăтсăр вăранса вĕсен тымарĕнчи тутлăхлă япаласем вăйлă куçма пуçланă. Апла, вĕсене паян апат кирлĕ. Чăрăшкассисем кĕрхисем (вĕсем 100 гектара яхăн йышăнаççĕ) çине сапасшăн, çуртрисене те «кÿрентермĕç». Удобрени 60 тонна илсе хунă.
Çуртрисене кăçал 500 гектара яхăн акмалла кунта. Тракторсенчен ДТ-75 маркăллисем виççĕшĕ те, Т-150сем иккĕшĕ те (тепĕр майлă каласан, пурте) техосмотр тухнă, МТЗсене 6 единица кăларнă. Çĕр хатĕрлемелли тата акмалли агрегатсем юсавлă. Ака тенĕрен, кăçалхинче, ытти çулхи евĕрех, икĕ агрегат ĕçлĕ: пĕри – виçĕ сеялкăлли, тепри – пĕррелли.
Техника базине çĕнетесси пирки те манмаççĕ – çĕр хатĕрлекен агрегат илсе килмелле. Ăна «чĕрĕ» укçан туянмалла тунă.
В.ТИТОВА