Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.04.23 Урпа акаççĕ («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Çанталăк ăшă енне сулăнчĕ. Çакă, паллах, уй-хир ĕçĕсене пĕр тăхтаса тăмасăр хăвăртлатма хистет. “Гигант” ял хуçалăх производство кооперативĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсене çакна тĕпе хурса туса пыраççĕ. Кунта çĕр пиçнине тимлĕн сăнаса тăраççĕ.

— Хĕвелĕ пĕр пекех ăшăтса тăрать пулин те, çĕрĕн акана тухмалла пиçеслĕхĕ тĕрлĕ вырăнта тĕрлĕ, — тет хуçалăх ертÿçи В. В. Александров. — Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем пĕтĕм лаптăк çине акса хăвармалăх çителĕклĕ. Вĕсен шăтаслăхĕ аван.

Владимир Валерьянович пĕлтернĕ тăрăх В. Николаев (1-мĕш бригада), Н. Николаев (4-мĕш бригада) тата Л. Федоров (5-мĕш бригада) механизаторсем хăйсен агрегачĕсене нумай çул ÿсекен курăксен пуссийĕсене сÿрелеме илсе тухнă. Владимир Николаев механизатор вара 60 гектар çинчи кĕр тыррисене минераллă удобренипе апатлантарнă. Çавăн пекех В. Леонтьевпа С. Васильев механизаторсем 3-мĕш бригадăра икĕ культиваторпа тăрăшсах акма çĕр хатĕрленĕ, апрелĕн 21-мĕшĕнче урпа (40 гектар) акма пуçланă.

Хуçалăхра обществăл-ла столовăй ĕçлет. Уйра ĕçлекен механизаторсене вырăна кайса вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ.

Г. ПАВЛОВ


Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика