Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.04.26 Тырă акма тытăнчĕç («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Район уй-хирĕнче вырма вăхăтĕнчи пекех ĕç шавĕ татăлмасть. Ака уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне кĕрхи çĕртме пуссине сÿрелеме «Санары» агрофирма», «Луч», «Карл Маркс ячĕллĕ», «Гвардеец», «Юнтапа», «Правда» кооперативсем, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ тухнă. Планпа палăртнă тăрăх, тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 11162 гектар çинче акмалла. Ку лаптăк валли хуçалăхсенче пурĕ 39.387 тонна вăрлăх хатĕрленĕ, 1400 тоннине им-çамланă.

Çак вăхăта районта 150 гектар тырă акнă. Çав шутран Карл Маркс ячĕллĕ кооператив 110 гектар, «Вурнарская» агрофирма – 40».

Кĕр тыррисен лаптăкĕ – 3241 гектар йышăнать. Калчасене «Санары» агрофирма 260 гектар, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ 200, «Агрохмель» 150, Карл Маркс ячĕллĕ кооператив 117, «Хорнзор» – 35 гектар апатлантарнă.

Районĕпе илсен 3372 тонна çĕрулмие яровизациленĕ.

Е. ТИКИНЕВА



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика