“Победа” ял хуçалăх производство кооперативĕн членĕсем хăйсене шаннă ĕç вырăнĕсенче яваплăха туйса, хавхалануллă кăмăл-туйăмпа тимленĕрен çур акие чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама ĕлкĕрчĕç. Ял хуçалăх производсвто коопертивĕнче, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене юлашки гектарсем çинче акаççĕ.
Тĕрĕссипе, кăçалхи тухăç никĕсĕшĕн иртнĕ çулхи кĕркуннеренех пысăк тимлĕх уйăрнă вĕсем. Технологие çирĕп пăхăнса кĕрхи культурăсене пысăк лаптăкра – 265 гектар акса хăварнă. Çуркунне пĕтĕм анана нормăпа палăртнă чухлĕ минераллă удобренипе апатлантарнă. Çурхи культурăсене акнă чухне те удобренипе кирлĕ таран усă курнă.
– Василий Портнов механизаторăн алли чăннипех çăмăл пулчĕ пулас. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçласа вăл çиччĕмĕш уя сĕлĕ акма тухрĕ. Çапла майпа хуçалăхри ĕç-хĕл çак вăхăтченех ăнса çеç пычĕ, – тет хуçалăх ертÿçи Николай Головин. Ертÿçĕ Петр Константинов, Николай Логинов, Юрий Петров, Сергей Козлов, Александр Кошельков механизаторсем пирки ырă сăмахпа аса илет. Вĕсем кĕрхи çĕртме лаптăкĕнче нÿрĕк тытнă, акма çĕр хатĕрленĕ, нумай çул ÿсекен курăксене, кĕрхи культурăсене апатлантарнă çĕрте тăрăшнă.
Пĕр харăс ушкăн техникăна ĕçлеттернĕ çĕрте, паллах, слесарьсемсĕр те ĕç тухас çук. Чăхăмланă ял хуçалăх машинисене “чун кĕртме” вĕсем яланах хатĕр тăраççĕ. Слесарьсен ушкăнĕнчи Николай Осиповпа Валерий Николаев, Владимир Сергеев хăйсен ĕçне чунĕсем хушнă пек пурнăçлама пултарнăран юлташĕсем хушшинче хисеп çĕнсе илнĕ.
Çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăксене 130 гектар акса хăварнă. 10 гектар çинче лартмалăх çĕр улмин çĕнĕ вăрлăхне кÿрсе килнĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сахăр чĕкĕнтĕрĕ акса хăварасшăн.
Ака çине хутшăнса ĕçлекен механизаторсене тата ытти çынсене ĕç укçи тÿленисĕр пуçне хушма условисемпе усă курса хавхалантарассине йĕркеленĕ.
Сăвакан ĕнесене талăкĕпех уçăлтарма - çаран çине илсе тухассине те хуçалăхра ака уйăхĕн 21-мĕшĕнченех йĕркелесе янă. Хĕл тапхăрĕнче те, хальхи вăхăтра та тулăх рационпа тăрантарса усранăран кулленхи сăвăм та пысăк. Куллен кашни ĕнерен 17 килограмм ытла сĕт сăваççĕ кунта.