Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.04.28 Юсавлă техника – шанчăклă («Шемуршинский вестник (Шăмăршă хыпарĕ)», Шемурша)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
РАЙОНТИ патшалăхăн техника надзорĕн инспекцийĕн планĕпе килĕшÿллĕн, халĕ районта техника хатĕрĕсене – тракторсене, вĕсен прицепĕсене, хăй тĕллĕн çÿрекен ял хуçалăх машинисене çулталăкри техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли тапхăр пырать.

Питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти ку. Мĕншĕн тесен, ĕçри хăрушсăрлăх, инкек-синкек сиксе тухасран вăхăтра сыхланасси шăпах техника хатĕрĕсен юсавлăхĕнчен, вĕсем ятарлă требованисене мĕнлерех тивĕçтернинчен нумай килет.

Техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче комисси чи малтанах мĕне шута илет-ха? Кунта требованисем тĕрлĕрен: тормоз системи, руль упралвенийĕ, çутатмалли приборсем, кантăксене тасатакан хатĕрсемпе сигнализаци, кустăрмасем, двигатель еплерех шайра пулни тата ытти те.

Техосмотрта хыçрине курма май паракан куçкĕскисем, спидометрсем, управлени рычагĕсем, гидравлика системи мĕнлереххине те тĕплĕн тĕрĕслĕпĕр.

Гусеницăллă тракторсен гусеници, тĕрлĕрен агрегатсемпе ял хуçалăх машинисене кăкармалли-çаклатмалли хатĕрĕсем юсавлă-и тата, ĕçре хăрушлăх кăларса тăратмĕç-и; Çаксене те йăлтах шута илетпĕр.

Тепĕр питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ самант – кабинăсем мĕнлерех уçăлса хупăнни. Енчен те инкек сиксе тухас пулсан, механизатор, унпа юнашар ларса пыракан çын кабинăран хăй тĕллĕн, ирĕклĕн тухма пултарать-и; Тепĕр чухне мĕн асăрхама пулать-ха; Хăшпĕр тракторсем çинче иккĕмĕш алăка болтпах питĕрсе хураççĕ е вĕсене уçмалли ручкăсем те çук. Енчен те инкек пулас пулсан; Кун пирки вара калама та кирлех мар. Çутă тата сасă сигналĕн приборĕсемсĕр тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен ял хуçалăх машинисене ĕçе тухма ирĕк пани те – йĕркене пăсни шутланать.

Пур çĕрте те çакнашкал тесе каласшăн мар эпĕ. Сăмахран, çулталăкри техника тĕрĕслевне «Шемуршинсксельэнерго», «Карлинская» агрофирма», «Колос» агрофирма» хупă пĕлтерĕшлĕ акционерсен обществисенче, «Шанс», «Агродор» сахал яваплă обществосенче, çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленире, «Бездна» тата «Миха» фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче начар мар хатĕрленни курăнчĕ. Чăнах та, хăш-пĕр вак-тĕвек кăлтăксемпе çитменлĕхсем çук мар ĕнтĕ, анчах вĕсем механизаторсем вырăнта хăйсем татса памаллисем.

Çав вăхăтрах техникăна çулталăкри техосмотр витĕр кăларасси çине кирлĕ пек пăхман тĕслĕхсене те асăрхама тивет. Ку шута «Восход» ял хуçалăхĕпе производство кооперативне, «Нива», «Луч», «Мир» хупă пĕлтерĕшлĕ акционерсен обществисене кĕртмелле. Асăннă хуçалăхсенче халлĕхе техникăшăн кирлĕ пек тăрăшни курăнсах каймасть. Аса илтерес килет: юсавлă техника – шанчăклă, хăрушлăх та сахалтарах. Çитменлĕхсене пĕтерме сахал шеллесе кайран нумай çухатмалла пулса на тухтăрччĕ.

В. Захаров



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика