Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче вырма ĕçĕсене савăнăçлă лару-тăрура пуçласси çирĕп йăлана кĕнĕ. Яланхи пекех хальхинче те хире тухас умĕн комбайнсене ĕççине мĕнле хатĕрленине тĕрĕслерĕç. Техтĕрĕслеве Канаш районĕнчи патшалăх техсăнавĕн аслă инспекторĕ А.Петров, хуçалăх ертÿçин çумĕ Ю.Александров тата В.Милюков тĕп инженер ирттерчĕç.
Уй-хире тухма пĕр «Дон-1500Б» тата виçĕ СК–5 «Нива» комбайнсем хатĕр, тăваттăмĕшĕ те паян-ыран тырă «тинĕсне» тухĕ. Вырмана хутшăнма ирĕк илнĕ уй-хир «карапĕсене» вут-çулăмпа кĕрешмелли хатĕрсемпе, пĕчĕк ялавсемпе, брезентпа, медицина аптечкипе тивĕçтернĕ. Çунтармалли тата сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Çапса тĕшĕленĕ тырра йĕтемсем çине турттарса тăма уйăрнă техника юсавлă. Кадрсене комплектласа çитернĕ. Механизаторсене, вырма ĕçĕсене хутшăнакансене тĕп усадьбăра, хирте, йĕтем çинче икĕ хутчен апат çитерĕç. Ваннă техникăна уйрах юсассине йĕркеленĕ. Йĕтемсене тасатса тирпейленĕ, тăррисене юсанă, хуралçăсем лартнă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тырра тасатса тирпейлесе типĕтекен хуçалăха йĕркене кĕртме палăртнă. Кунти агрегатсен ĕçлевлĕхĕпе юсавлăхĕшĕн яваплă пулма Ю.Гусев энергетика çирĕплетнĕ.
Хуçалăхăн кĕрхи тырăсене 140 гектар, çурхисене 142 гектар, 48 гектар вика çулмалла, 330 гектар пуçтарса-çапса тĕшĕлемелле, тÿрремĕнех 490 гектар çинчен пухса кĕртмелле. «Гектартан вăтамран миçе центнер илме шутлатăр;» – тесе ыйтсан Э.Яковлева тĕп агрономăн хуравĕ çапла пулчĕ: «Каçарăр та, чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ». Унăн шÿчĕ тухăç лайăх пулассине пĕлтернĕ пекех туйăнчĕ: çакăн пек шухăш патне пыма Эльза Аркадьевнан çирĕп, çитĕнĕве ĕненнине систерекен сăмахĕсем хистерĕç.
Техсăнавăн аслă инспекторĕ А.Петров, хуçалăх ертÿçи Н.Андреев, унăн çумĕ Ю.Александров, хуçалăхăн тĕп инженерĕ В.Милюков, тĕп агрономĕ Э.Яковлева техтĕрĕслевпе кăмăллă пулни çинчен пĕлтерчĕç, дисциплинăна, техника хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма ыйтрĕç, юсав ĕçĕсене тÿрĕ чунпа туса пынишĕн тав турĕç, вырмара ăнăçу сунчĕç.
Акă уй-хир "карапĕсем" каçалăк умне пĕрин хыççăн тепри пырса тăчĕç. Халăх йăлипе вĕсене ырă çул сунса вырма пуçланни çинчен пĕлтерчĕç. Çак сăваплă ĕçе чи малтан В.Тимофеев тытса пыракан комбайн пуçларĕ. Ун хыççăн ыттисем те хăйсем хыççăн тикĕс каснă хăмăл хăварса, «Пинер», «Цивиль», «Агат» хуçалăхсемпе пĕрле кировецсем те вырмана пуçăннине пĕлтерсе, ыраш уйĕ тăрăх шурĕç.
В. АЧЧА