Асăннă кун Трак енре ЧР Ял хуçалăх министерствин представителĕсем: патшалăх технадзорĕн республикăри инспекцийĕн начальникĕ В. Димитриев, "Агро-Инновация" пĕрлешÿ директорĕ Н. Васильев пулчĕç, вырма ĕçĕсемпе интересленсе, "Таябинка" пĕрлешÿпе "Нивăпа" "Красное Сормово" хуçалăхсен уй-хирĕсене çитсе курчĕç. Тĕпрен илсен, район кураторĕсем вĕсенчи лару-тăрупа кăмăллă юлчĕç, анчах хăш-пĕр асăрхаттарусем те пулчĕç, паллах. "Таябинкăри" кĕрхи тулă пуссинче çĕнĕ икĕ "Дон-1500Б" комбайн ĕçлетчĕ. Вĕсем патĕнчен тырă турттарма транспорт тивĕçсех каймасть. Вырса çапнă кĕрхи тулăна Çавалçырмари КЗСа турттараççĕ, çулĕ кĕске мар — 18 çухрăм пулать. Çавăнпа та виçĕ автомашина турттарса ĕлкĕреймест. Комбайнерсен транспорт кĕтсе ларма тивет. Тулă гектартан 30 центнера яхăн тухать. — Çĕркаç 9 сехетчен, сывлăм ÿкиччен ĕçлерĕмĕр, — тет Олег Васильев комбайнер. — Паян ирпе 9 сехетре вырма пуçланă.
"Нивăра" Кăмакал тăвайккинче Ю. Платонов "Дон-1500Б" комбайнпа ыраш выратчĕ. Ăна вырма вăл июлĕн 21-мĕшĕнчех тухнă, анчах тырри чĕррине пула пăрахса кĕнĕ. Иртнĕ юн кун та ыраш пĕрчисем хытсах çитейменччĕ. Улăма хыçранах пуçтарса пыраççĕ, малтанхинчен пресс-подборщикпе пухса рулонсем тунă. Халĕ подборщикпе пухса вĕтетсе тÿрех сенаж хывма ăсататчĕç. Кăçал нумай çул ÿсекен курăксем япăхрах хăпарнă пирки выльăх апачĕ хатĕрлес çĕрте йывăрлăхсем сиксе тухрĕç. Ытти çулсенче вырса çапнă лаптăксенчи улăма çунтарни те пулнă. Кăçал вара апла мар, мĕн пур улăмпа туллин усă курасшăн кунта: май пур таран ăна пресласа рулонсем тума тата сенежа яма палăртнă.
"Красное Сормовора" Ешкилт çумĕнчи кĕрхи тулă пуссине пĕрер "Дон" тата "Нива" комбайнсене кăнтăрла иртсен кăларнă. Вĕсем темиçе çаврăм тунă. В. Филиппов комбайнер пĕлтернĕ тăрăх, тулă лайăх çапăнать. Çĕнĕ комбайн, паллах, тăкаксем тумасть. "Ниви" вара апла мар.
— Тĕш тырăсене пĕтĕмпе 840 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Пĕр çĕр гектарне пĕр çулхи курăксем çине куçармалла пулĕ, вĕсем каярах акнисем, каюллăрах, — терĕ хуçалăх ертÿçи С. Иванов, хăнасене ĕç-пуçпа паллаштарнă май.