Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://agro.cap.ru/
Çут çанталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ, анчах кĕр сăнĕ чуна хăйне май пырса тивет. Ку вăл çуллахи шăрăх кунсемпе кичеммĕн сывпуллашни те, тавралăхăн ылтăн тумĕпе киленни те. Чăннипех те çапла, уй-хир ылтăн тум тăхăнчĕ. Сулмаклă пучахсем çĕр çыннине пуç тайса саламланăнах туйăнать. Урпи те, тулли те, ырашĕ те чăшăлтатса çын евĕр “калаçать”. Çакна эпир “Батыревский” хупă акционер пĕрлешĕвĕн уйĕнче хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Пĕрлешÿ ертÿçи Петр Валерьевич Ялуков та хăй калаçăвне шăпах çак сăмахсенчен пуçларĕ.
Хуçалăхăн пĕрчĕллĕ культурăсене 1000 гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле. Вĕсенчен 400-шĕ кĕрхисем: ырашпа тулă. Çак ĕçе чи малтан В.Лысов комбайнерпа унăн пулăшаканĕ Ю.Львов пуçăнчĕç. “Нива” СК–5 комбайнпа ыраш çулма тухрĕç.
Вырсарникун вара хуçалăхăн тĕп инженерĕ Н.Викторовпа ывăлĕ Владимир “Дон” комбайнпа ыраша пуçтарса çапма тытăнчĕç. Кĕске хушăрах лаптăкăн 10 гектарне чакарчĕç. Тухăçĕ те савăнтарать. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх гектартан 35 центнер тухать.
Ĕнер вара Г.Арланов, Н.Стаканов, Н.Ресметов комбайнерсем те “уй-хир карапĕсене” кĕрхи тулă пуссине илсе тухрĕç. Йĕтеме çĕнĕ тырă кĕме пуçларĕ. А.Елистратов, А.Молостов, Г.Жидков, Н.Журавлев водительсем рейс хыççăн рейс тăваççĕ.
Çĕнĕ тырра кĕтсе илме йĕтем, складсем хатĕр, тасатмалли, типĕтмелли-сĕрмелли хатĕрсем те çителĕклех. Юсав звени йĕркеленĕ. Ăна транспорт, сварка, слесарь агрегачĕсем çирĕплетсе панă. Лизингпа кăçал 4 миллион та 80 пин тенкĕ тăракан тырă тасатакан СБ–451 агрегат туяннă.
Хуçалăх сортлă вăрлăх хатĕрлессипе ĕçленĕрен кунта çĕнĕрен çĕнĕ супер элита, элита вăрлăхпа çеç акса хăвараççĕ. “эльф” урпа, “привет” сĕлĕ, “московская-39” кĕрхи тулă, “безенчукский” ыраш çулленех пысăк тухăçпа савăнтарать. Пĕлтĕр сĕлĕ гектар пуçне 50-60 центнер тухăç панă. Кăçал та унтан кая пулмĕ. Кĕрхи тулă 40 центнер тухасса шанаççĕ. Шит тăрăшшĕ пучахсенче чăннипех те шанăç пурах.
Паллах, тухăç тăрăшмасăр пулмасть. Хуçалăхра гербицидсемпе, удобренипе нумай усă кураççĕ. Çуллен ун валли 2 миллион укçа-тенкĕ тăкаклаççĕ.
Вырмапа пĕрлех обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси пирки те манмаççĕ. Тунтикун хуçалăхра сенаж хурас ĕç вĕçленнĕ. 3500 тонна хунă ăна. Утă-улăм та çителĕклĕ пулĕ. Улăма вырса çапнă хыççăн тюкласах пыраççĕ.
“Иккĕмĕш çăкăр” 180 гектар йышăнать. “Удача”, “невский”, “Арозали” супер элита, “рамоно” элита сортсем кăçал лайăх çитĕнеççĕ. Иртнĕ çул гектартан 324 центнер тухнă.
– Çанталăкĕ уяр пултăрччĕ. Вырма ĕçĕсене кĕске срокра, пысăк пахалăхпа вĕçлеме мĕн пур майсем пур. Кашни гектартан 38-39 центнертан кая мар тĕш тырă, 350 центнер çĕр улми туса илме тĕллев лартнă эпир, – хăйĕн ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕ П.Ялуков ертÿçĕ.
В.АРДЮКОВА.