Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2007.08.01 КИВĔ КОМБАЙНСЕНЕ ĂÇТАН ШАНСА ПĔТЕРĔН? («Край родной (Тăван ен)», Кугеси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Пĕрчĕн-пĕрчĕн тăпрана хывăнать çуркунне вăрлăх. Çакăнпах вĕçленмест-ха питĕ яваплă çĕр çыннин шухăшĕ-тăрăшăвĕ. Ăна, акнă тыр-пула, пÿлмене пуçтарса кĕртмелле. Тăкаксăр пурнăçласшăн вăл çак ĕçе. Ара, кашни пучахри кашни пĕрчĕре хресчен чунĕ, тарĕ мар-и. Чунне ĕçе панăран çавăн пек тăрмашать те вăл.

Районта вырма иртнĕ эрнери ытлари кун, июлĕн 25-мĕшĕнче, пуçланчĕ. Хире пуринчен малтан «Атлашевский» кооператив комбайнĕсем тухрĕç. Пĕрремĕш кунхине икĕ комбайнпа, пĕр «Донпа» пĕр «Нивăпа», ĕçе пуçланăскерсем хăйсен тепĕр комбайнне кăларма ĕмĕтленетчĕç. «Тата тепĕр икĕ комбайн пур-ха пирĕн, анчах çынсем çукки пĕтерет», – аптăраççĕ Тутаркассисем. Тÿлессипе уçăмлăх çуккишĕн мар. «Нива» комбайнпа пĕр тонна çапса илме – 55 тенкĕ, «Донпа» – 43 тенкĕ. Кунне тăватă хут вĕри апат çитереççĕ. Кăнтăрлахисĕр пуçне пĕтĕмпех тÿлевсĕр. Вырмалли хуçалăхăн сахал мар: кĕрхисем кăна 485 гектар. Кунсăр пуçне тата çуртрисем 1129 гектар йышăнаççĕ. Мĕнпур лаптăка виçĕ комбайн çине пайласан кашни пуçне 500 гектар ытла лекет. Апла, Тутаркассисем хăйсен вăйĕпе çак лаптăка çĕнесси пирки шанаймăн.

Тутаркассисен кăна мар, ытти хăш-пĕр предприятире те лару-тăру çăмăл мар. Информаци кунĕ иртнĕ чух «Искра» кооперативра пулнăччĕ те, унта та хуçалăх хăйĕн хăватне кăна шансан вырма çăмăл килмесси палăрчĕ. Пĕрер теçетке çул урлă каçнă виçĕ «Нивăна» ăçтан шанса пĕтерĕн. Тăкакĕ те вĕсен пысăк: çапса илекен тыр-пулăн пĕр пайĕ хирте юлать. Кивĕ комбайнсемлĕ хуçалăхсем тата чылай-ха. Тунти кун тĕлне илсен, районта шутра тăракан 73 комбайнран 18-шĕ çеç техосмотр тухса ĕçлеме ирĕк илнĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕр 46-шне кăна ĕçлеттерме май килĕ. «Районта вара вырмалли 12 пин гектар ытларах», – тет пайăн ертсе пыракан агрономĕ А.И.Смирнов. Ку цифрăна вăл пĕрчĕллисене выльăх апачĕлĕх куçарассине шута илсе калать. Кашни комбайн пуçне лекекен тиев пĕчĕк пулмасси пĕрех паллă.

Вырма техникине çĕнĕрен туяннисем пур-ха. Çакна тума кăçал сакăр хуçалăх вăй çитернĕ: «Чурачикское», «Средняя Волга» (унăн çĕрĕсем Çĕньял тăрăхĕнче) обществăсем тата «Приволжское» учхоз икшер, «Ольдеевская» агрофирма пĕр «Дон», «Прогресс» АХО пĕр «Енисей» туяннă.

Пĕччен пăтă çиме, ушкăнпа ĕç тума лайăх тенĕ-и-ха ваттисем. Хăйсем патĕнче вырса пĕтернĕ хыççăн хуçалăхсем теприсене пулăшасси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ районта. Мари Эл республикинчи лизинг компанийĕнчен комбайнсем илсе килме вырмаччен самай малтан килĕшÿ тунă. Вĕсен икĕ комбайнĕ «Атлашевский» хуçалăха вырса пулăшать. Тутаркассисене вĕсен кăна мар, Чурачăксен икĕ комбайнĕ те пулăшу кÿрет. Вырса пĕтернĕçемĕн пушанаканнисене ăçта ярассине малтанах палăртаççĕ.

Ленин ячĕллĕ, Свердлов ячĕллĕ, Куйбышев ячĕллĕ, «Приволжское» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхра çунтармалли-сĕрмелли материала малтанах туянса хураççĕ пулсан, теприсенче ку енĕпе кăçал та çăмăл пулмĕ.

Хуçалăхсенчи тепĕр çивĕч ыйту – сушилкăсем ĕçлеменни тата çукки. Хальлĕхе тырă 18 процент нÿрĕлĕхпе хиртен кĕрет. Ăна типĕтмесен тата тасатмасан (çум курăк вăрлăхĕпе хутăш пулсан пушшех) чĕрĕлсе кайĕ. Тырă типĕтмелли комплексем темиçе хуçалăхра кăна йĕркеллĕ тăрăмра.

В.ЭВЕРККИ



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика