Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсемшĕн тыр-пул рынокĕнчи лару-тăру питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи хаксем вара савăнтарма кирлех – паха тырă туса илекенсем çĕнĕ тырра пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 хута яхăн ытларах хакпа вырнаçтарма пултараççĕ.
«Чăвашхлебопродуктăн» Вăрнарти филиалĕ – тырă йышăнакан предприяти – çĕнĕ тыр-пула çĕнĕ хакпа йышăнма тытăннă ĕнтĕ. Складсене уй-хир пуянлăхĕ пĕтĕмпе 1000 тоннăна яхăн пырса кĕнĕ. Хамăр районтан патшалăх заказне пурнăçлассипе ырă тĕслĕх кăтартакансенчен пĕри «Санары» агрофирма пулчĕ. Хавхалантарас тата малашне таччăн çыхăнса ĕçлес тĕллевпе çак кунсенче филиал ертÿçи А.Богданов хуçалăха сотовăй телефон парнелерĕ. Калас пулать, республикипе малта пыракан «Санарăн» тырă пахалăхĕ патшалăх стандартне туллин тивĕçтерет. Ĕнерхи кун тĕлне вăл тырă йышăнакан предприятие пĕтĕмпе 109 тонна Туле ăсатнă.
Алексей Игнатьевăн фермер хуçалăхĕпе (39 тонна тулă) «Янгорчино» кооператив та (37 тонна ыраш) пухса илнĕ тыр-пула тырă йышăнакан предприятин пÿлмисене хывнă. Елчĕк, Канаш районĕсенчи хуçалăхсенчен сахал мар тырă туяннă. Çавăн пекех асăннă предприяти Мордва тата Тутар Республикисенчи ял хуçалăх кооперативĕсемпе тачă çыхăну тытать. Çанталăк условийĕсем вырма ĕçĕсене ниепле те анлăрах сарса яма май памаççĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр хуçалăхсенче хальлĕхе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене патшалăха сутмалăх çапса илмен.
Вăрнарти тырă йышăнакан предприятин вара кăçала палăртнă планĕ пысăк. Вăл хăйĕн склачĕсенче вунпилĕк пин тонна тырă йышăнса упрама пултарать.
«Конкуренци» сăмах ял хуçалăх сферинче те пуç пулса тăнă май, предприятин клиентсене явăçтарма тĕрлĕ çул-йĕр шырама тивет. Тÿрех палăртмалла: хавхалантару мелĕсене ырламалла. Пуринчен малтан 100 тонна тырă сутакансене акă парне – тĕрлĕ тĕслĕ телевизор – кĕтет. Иккĕмĕшĕ: укçа-тенкĕ енчен чăрмавсем çукки. Кÿрсе килнĕ тырăшăн ял хуçалăх кооперативĕсемпе çийĕнчех татăлаççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе кайранхи тулли пÿлмешĕн маларах пулăшни те пĕлтерĕшлĕ. Яваплă тапхăрта çак ыйту чылай хуçалăхра чи çивĕччи-çке. Ĕç графикне ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн меллĕ йĕркеленине те палăртмалла: тыр-пулпа килекен машинăна талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те кĕтсе илеççĕ.
Кăçал тырă йышăнакан предприятин аванс мелĕпе ĕçлеме май пур. Ку уйрăмах вырма вăхăтĕнче укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх тÿсекен хуçалăхсемшĕн меллĕ. Кайранхи тырăшăн акă «Знамя» хуçалăха 200 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Ку енĕпе хуçалăхсем тырă йышăнакан предприятипе паянах килĕшÿ тума пултараççĕ.
Предприятие ытларах чĕрĕ тырă килет, çавăнпа ял хуçалăх продукцийĕн нÿрĕлĕхне, тасалăхне уйрăмах палăртаççĕ, кондицие лартаççĕ. Тырă пахалăхне кура – тÿлевĕ. Çĕнĕ тырă пахалăхне тĕрĕслеме лабораторире оборудовани çителĕкл. Анализсене республикăри опытлă специалистсем хутшăннипе тăваççĕ. Районти хуçалăхсен çăмăлăх пур – вĕсен тырри-пуллине тÿлевсĕр хаклаççĕ. Каламалла, предприятин лабораторийĕ Пахалăха çÿлте тытса пырать, ăна кăçал акă тата тепĕр пилĕк çуллăха аттестациленĕ.
С. Чикмякова